Pax Britannica

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Pax Britannica (Pax Romana аналогипе) — Британ империн Ватерлоо патĕнчи çапăçу (1815) хыççăн шутласа, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) вĕçленнĕ тĕле çити тинĕссем çинчи, тĕнчери хутшăнусенчи доминант тапхăрĕ. Çак хăватăн мăнаçлăхĕ Виктория тапхăрĕнче (1837—1901) пулнă.

Çак тапхăрта сутă-илев ирĕклĕхĕпе, чуралăха пăрахăçланипе, британ флочĕ стратегилле тинĕс çулĕсене тĕрĕслесе тăни тата «икпатшалăх стандарчĕпе», пĕтĕм тĕнчипех акăлчан чĕлхи, парламентаризм, технологисем, саккунтăвăм нормисем, анкăл виçе системи сарăлнипе палăрнă.

1871 çулта Германи пĕрлешĕннĕ хыççăн британ гегемонине тĕнчере Герман империйĕ хирĕç тăма тытăннă, çакна пула уйрăм авторсем лару-тăру Pax Germanica еннелле кайма пуçланă теççĕ. Британсен гегемонийĕ юлашкипех тĕнче вăрçисем пуçланнипе пĕтнĕ, тĕнчери промăçлă, сутă-илев тата вăрçă патшалăх статусĕ Аслă Британи аллинчен АПШ-на куçнă (Pax Americana вул.).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Greenwood Publishing Group, 2002, ISBN=0-313-31686-4, http://books.google.com/books?id=fWbICgEc2LwC&source=gbs_navlinks_s, 2010-04-20