Via Maris

Википедири материал

Историллĕ тата сутă-илӳ çулĕсем Transasia trade routes 1stC CE gr2.png
Via Maris
Аслă пурçăн çулĕ
Аслă чей çулĕ
Ганза сутă-илӳ çулĕсем
Авалхи Чей Çулĕ
Тĕхĕм çулĕ
Заволоцкий çулĕ
Индипе Рим импери сутă-илӳ çулĕсем
Ладан çулĕ
Варягран Грека çитмелли çул
Варягран Перса çитмелли çул
Варягран пăлхара çитмелли çул
Транс-Сахара сутă-илĕвĕ
Патша çулĕ
Янтарь çулĕ

Via Maris (латыньле «тинĕс çулĕ») — авалхи [Бронза ĕмĕрĕ]]нчи, тен, маларах та пулнă, сутă-илӳ çулĕн хальхи ячĕ. Çул Авалхи Икĕпата, Сири, Анатоли тата Месопотами çĕрĕсене çыхăнтарнă.

пирĕн эрăччен 1300 çулхи Малти Ази Via Maris (хĕрлĕ-кăвак), Via Regia (хĕрлĕ), тата урăх сутă-илӳ çулĕ

«Тинĕс çулне» Библин Кивĕ Халалĕнче (Шаблон:Библи) тата Çĕнĕ Халалĕнче асăннă: «Завулон çĕрĕ тата Неффалим çĕрĕ, тинĕс çулĕ çинче, Иордан лешьенче, Галилей халăхĕн» (Шаблон:Библи) (латинла куçарнă Çĕнĕ Халалра çак вырăн çапла илтĕнет: «terra Zabulon et terra Nephthalim via maris trans Iordanen Galilaeae gentium»).

Via Maris вăтаçĕр тинĕсĕн хулисене 500 çухрăм тăршшипе фараонсемпе авалхи тĕнчен (филистимлянсен, финикисен, хеттсен, лидисен), кайранхи, грек тата рим империн, хĕрес хӳтĕлевçисем, мамлюксем тата османсем чухнехи паллă хуласене çыхăнтарса тăнă[1]. Вĕсен йĕрĕсене хале те çак çул çинче тупма пулать.

Тупмалли

[тӳрлет] Маршрутăн хăш вырăнĕсем (израиль пайĕ)

1. Рамзес II фараон хеттсемпе вăрçма кайнă чухнехи, Çурçĕр Нил пуçласа Газа урлă пынă çинчи чарăну вырăнĕ.

2. Ашкелон хули, кунта библи кун-çулĕнчи Самсонпа Далида пурăннă, çак калав витĕр авалхи Филистимлянсен патшалăхĕ пирки пĕлме пулать.

3. Яфо хули, кунта Via Maris пĕрмаях алран ала (мăсăльмансен, Саладинпа Ричард Арăслан чĕри хĕрес хӳтĕлевçисен) куçнă.

4. Кесари, селĕм архитектурăллă тата рим пуян культуриллĕ, Ирод патша ертсе пынă вăхăтра Via Maris хăйĕн чи мăнаç тăррине хăпарать.

5. Мегиддо. Соломон патша вăхăтĕнче Via Maris мăнаç пулнă, Египтпа Финики хушшинчи сутă-илӳн тĕп çулĕ шутланнă. Çак маршрутпа Иерусалим тума тĕрлĕ материал турттарса килнĕ.

6. Дор финики порчĕ (пирĕн эрăччен 7-мĕш çĕрçуллăхĕ). Çак хăй евĕр наци Вăтаçĕр тинĕс çинчи япала турттарассине алра тытса тăнă.

7. Акко. Наполеон хăйĕн египет кампанинче 18 ĕмĕр вĕçĕнче Акко хулана хупăра илнĕ.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Асăрхаттарусем

  1. Historical Routes In The Middle-East

[тӳрлет] Каçăсем


Википеди Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр