Ахматова Анна Андреевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анна Андреевна Ахматова

К. С. Петров - Водкин,Анна Андреевна Ахматова, 1922 çул
Çуралнă чухнехи ят: Анна Андреевна Горенко
Çуралнă вăхăт: 1889 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕ (23)
Çуралнă вырăн: Одесса таврашĕ, Большой Фонтан, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1966 çулхи пуш уйăхĕн 5 -мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Домодедово хула, Мускав облаçĕ, СССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: XX - мĕш ĕмĕрти вырăс çыравçи
Пултарулăх çулĕсем: 1907—1966
Тĕлĕ: Акмеизм, Реализм
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Алпусни: Алпусни

Анна Андреевна Ахматова (çуралнă чухнехи хушамачĕ — Горенко; 11 (23) çĕртме 1889, Одесса таврашĕ, Большой Фонтан, Раççей ĕмпӳвĕ - 5 пуш 1966, Домодедово, Мускав облаçĕ, СССР — сăвăç, çыравçă, çыравлăх тишкерӳçи, хурлавши тата тăлмачĕ, XX - мĕш ĕмĕрĕн вырăс çыравлăхĕн пĕлтерĕшлĕрех пайташĕнчен пĕри.
Сăвăçăн шăпи питĕ хурлăхлă пулнă. Унăн çывăх виçĕ çынĕсене репрессисем тивнĕ: пĕрремĕш упăшкине, Николай Гумилёва, 1921-мĕш çулта персе вĕлернĕ; виççĕмĕш упăшкине, Николай Пунина, виçĕ хут арестленĕ, 1953-мĕш çулта вăл лагерте вилнĕ; пĕртен пĕр ывăлĕ, Гумилёв Лев Николаевич, 1930 - 1940 - мĕш çулсенче тата 1940 - 1950 - мĕш çулсенче, пĕтĕмĕшле 10 çул ытла тĕрмесенче ирттернĕ. «Халăх тăшманĕсен» тăлăх арăмĕпе амăшĕн хуйăхне Ахматова пĕлтерĕшлĕрех «Реквием» поэминче сăнласа панă. 1920-мĕш çулсенчех сăвă классикĕ ятне илнĕскер, Ахматова шарламаннинчен, цензура пусмăрĕнчен хĕн курнă, (ЦК ВКП(б) - ăн 1946-мĕш çулхи çирĕплетӳ вăл пурăннă вăхăтра те пăрахăçланман), уăнăн нумай хайлавĕсене пурăннă вăхăтра çех мар, вилсен çирĕм çул ытла иртсен те пичетлемен. Çав вăхăтрах унăн пурăннă чухнех мухтавлă ячĕ СССР-та та, эмиграцинче те инçете сарăлнă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвă пуххи «Вечер»,1912

1889 — 11(23) çĕртме уйăхĕнче Одесса таврашĕнчи Большой Фонтан ятлă вырăнта çуралнă.
1900-1905 — Царское село гимназинче вĕренни, ун хыççăн пĕр çул Евпаторинче.
1906-1907 — Киеври Фундуклеевски гимназинче вĕренни. Вăрентекенсен хушшинче — пулас паллă философ Густав Шпет, математик Ю. А. Кистяковский.
1908-1910 — Киеври Хĕрарăмсен аслă курсĕсенче тата Петербургри историпе çыравлăх Н. П. Раевăн Хĕрарăмсен аслă курсĕсенче вĕреннĕ. 11-те пĕрремĕш сăввине çырнă. Ашшĕ сăввисене Горенко хушаматпа ал пусма чарнă пирки вăл аслă кукамăшĕн, Прасковья Федосеевна Ахматован (качча кайсан — Мотовилова, 1837-мĕш çулта вилнĕ) хĕр чухнехи хушаматне илнĕ. Ашшĕ енчен Прасковья Федосеевна авалхи дворянсенчен Чагадаевсен кнеçсенчен, XVI-мĕш ĕмĕртен паллă тухнă пулнă, амăшĕ енчен авалхи XVII-мĕш ĕмĕртен паллă, XVI-мĕш ĕмĕрте вырăсланса кайнăскер Ахматовсен тутар йăхĕнчен пулса тухнă.
1910 — ака уйăхĕнче Николай Гумилёва качча тухать.
1910 - 1912 — икĕ хутчен Парижра пулать, Итали тăрăх çул çӳрет. Парижра Амедео Модильянипе паллашса çывăх пулать.
1911 — «Анна Ахматова» хушаматпа пĕрремĕш хут пичетленет (унччен маларах, 1907-мĕш çулта, «Анна Г.» ал пуснипе Гумилёв Парижра хăй кăларакан «Сириус» журналта унăн сăввине «На руке его много блестящих колец…» пичетлесе кăларнă. Журнал ăнăçман, унăн кун-çулĕ питĕ те кĕске пулнă.
1912, пуш уйăхĕнче — пĕрремĕш кĕнеки, — сăвă пуххи «Вечер» тухнă, «Цех поэтов» тухăмра, тиражĕ 300 экземпляр пулнă. юпа уйăхĕнче ывăлĕ — Лев Николаевич Гумилёв çуралнă.
1914 — çуркунне «Гиперборей» тухăмăшра пĕрремĕш хут «Чётки» кĕнеке пичетленсе тухать,вăл вăхăтра пысăк тиражпа — (1000 экземпляр) теме пулать. 1923-мĕш çул телне тата та 8 хут тухнă.
1917 — виççĕмĕш кĕнеке, «Белая стая», «Гиперборей» тухăмăшĕнче 2000 экземплярлă тиражпа тухать.
1918 — çурла уйăхĕнче Гумилёвпа уйрăлса тĕпчевçĕ-ассириолог тата сăвăç Владимир Шилейкона качча тухать.
1921 — ака уйăхĕнче «Петрополис» тухăмăшĕнче «Подорожник» сăвă пуххи тиражĕ (1000) экземплярпа тухнă. лето — В. К. Шилейкопа уйрăлать.Çĕрле 3-рен 4 çурла арестленĕ, каярах, тепĕр виçĕ эрнерен, Николай Гумилёва персе вĕлернĕ. Юпа уйăхĕнче «Anno Domini MCMXXI» (лат. «В лето господне 1921») «Петрополис» тухăмăшĕнче пиллĕкмĕш кĕнеки кун курнă.
1922 — ӳнер тĕпчевçи Николай Пунин арăмĕ пулса тăрать.
1923-1934 — пичетленме пĕрех. Л. К. Чуковская тăрăх («Записки об Анне Ахматовой») вăл тапхăрти сăввисенчен нумайăшĕ эвакуаци вăхăтĕнче куçса çӳренĕ чухне çухалнă. 1965-мĕш çулта Ахматова хăйĕн «Коротко о себе» асаилевĕнче ун çинчен çапла çырнă: «20-мĕш çулсен варринчен манăн çĕнĕ сăвăсене пачах тенĕ пек пичетлеме пăрахрăç, киввисене те пичетлеме пăрахрăç».
1924 — «Фонтанлă çуртра пурăнма пуçланă». 8 çĕртме уйăхĕнче 1926 — В. К. Андреевапа мăшăрланма хатĕрленнĕ Владимир Шилейкопа уйрăлать. Уйрăлнă хыççăн пĕрремĕш хут официаллă Ахматова хушамат илнĕ (унччен документсем тăрăх упăшкисен хушамачĕсемпе çӳренĕ. 22 юпа уйăхĕнче1935 — Николай Пунинпа Лев Гумилёва арестленĕ, тепĕр эрнерен ирĕке кăларнă.
1938 — ывăлне, Лев Гумилёва арестленĕ, ăна 5 çул Тӳрлетӳллĕ-ĕç лагерĕсем панă. Николай Пунинпа уйрăлнă.
1939 — ăна Совет çыравçисен союзне илнĕ.
1935 - 1940 — «Реквием» поэма çырнă.
1940 — çĕнĕ, улттăмăш кĕнеке: «Из шести книг» сăвă пуххи.
1941 — Вăрçă пуçланнă чух Ленинградра пулнă. 28 авăн тухтăрсем хушнипе малтан Мускава эвакуацине кайнă, кайран Хусантан инçетре мар Чистополе, унтан Хусан урлă Ташкента. Ташкентра сăвă пуххи тухнă.
1943 — Норильсклагерте явап тытнă хыççăн, Лев Гумилёвăн Заполярьенче ссылка пуçланнă. 1944-мĕш çул вĕçĕнче вăл хăй ирĕкĕпе фронта каять, Берлина çитет.
1944 — 31 çу уйăхĕнче Анна Ахматова малтанхисен шутĕнче эвакуацирен Ленинграда таврăннă. Çулла — Владимир Гаршинпа уйрăлать
1946 — 1946-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнчи ЦК ВКП(б) Оргбюро «Звезда» тата «Ленинград» журналсем çинчен Постановленинче Анна Ахматовпа Михаил Зощенко пултарулăхĕне хытă хурласа тиркенĕ. Вĕсене иккĕшне те Совет çыравçисен союзĕнчен кăларнă. Кайрах Анна Андреевна, Л. К. Чуковская сăмахĕсем тăрăх, Постановленипе тата А. А. Жданов хăйне мĕнле хакланипе килĕшнĕ.
1949 — 26 çурла уйăхĕнче Н. Н. Пунина арестленĕ, 6 чӳк уйăхĕнче Л. Н. Гумилёва арестленĕ. Ăна 10 çул Тӳрлетӳллĕ-ĕç лагерĕсем панă. Çак çулсенче Анна Ахматова ăна ирĕке кăларма тăрăшнă. 1935-мĕш çултан тата Лев Николаевич ирĕке тухиччен поэтесса хăйĕн халăхра каланă сăмахĕсенче питĕ асăрхануллă пулнă. Тен, совет йĕркипе килĕшнине кăтартма «Слава Миру» (1950) сăвă кăшăлĕ çырса кăларнă. Каярах Ахматова ку сăвăсане хăйĕн кĕнекисене кĕртмен.
1951 - 19 кăрлач уйăхĕнче Александр Фадеев сĕннипе Анна Ахматова Совет çыравçисен союзне çĕнĕрен илнĕ.
1953 — çурла уйăхĕнче Абезь лагерĕнче (Коми АССР) Николай Пунин вилнĕ.
1954 — раштав уйăхĕнче Совет çыравçисен союзĕн Иккĕмĕш съездĕнче хутшăннă.
1956 — КПСС XX съезчĕ хыççăн Лев Гумилёв реабилитаци пулсан лагертен таврăннă, амăшĕ ăна ирĕке кăларма çителĕклĕ тăрăшман тесе йăнăшла шутланă пирки çак тарантан вĕсен хушшинчи хутшăнусем сивлекленнĕ.
1958 — «Стихотворения» сăвă пуххи тухнă.
1964 — Италире «Этна-Таормина» парне илет.
1965 — Оксфорд университечĕн хисеплĕ доктор дипломне илет. «Бег времени» сăвă пуххи тухнă.
1966 - 5 пуш уйăхĕнче — Домодедовăри (Подмосковье) санаторинче, ăна пăхма тата кардиограммине виçме палатана килнĕ тухтăрсем умĕнчех вилсе кайнă.
7 пуш уйăхĕнче — 22:00-ре Пĕтĕмоюзри радиопа пĕлтерĕшлĕ поэтесса Анна Ахматова вилĕмĕ çинчен хыпар пĕлтернĕ. Ăна Ленинградпа юнашар Комарово çăвинче пытарнă. Влаçсем вилтăпри çине СССР- та яланхи пек ансат пирамида лартасшăн пулнă, анчах Лев Гумилёв хăйĕн студенчĕсемпе пĕрле чултан «Кресты» тĕрмен стенине пĕлтерекен стена хăпартса амăшĕн палăкне хайласа лартнă, ку тĕрмене амăшĕ ывăлĕ патне пайтах передача илсе пынă.
Малтанах стенинче тĕрме чӳречине аса илтерекен шăтăк хăварнă пулнă, каярах ку «амбразурана» поэтессан сăнарлă барельефпа хупланă. Хĕресĕ, Анна Ахматова халалласа хăварнă тăрăх, малтан çывăçран пулнă.

Ӳнерçĕсем хайланă Анна Ахматова сăнарĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ахматована нумай ӳнерçĕсем сăнарланă. Вĕсен хушшинче — С. А. Сорин, К. С. Петров-Водкин, Н. И. Альтман, О. Л. Делла-Вос-Кардовская, Амедео Модильяни, Н. Я. Данько, Т. Н. Глебова, В. Милашевский, Ю. Анненков, Л. А. Бруни, Н. Тырса, Г. Верейский, Н. Коган,Б. В. Анреп, Г. Неменова, А.Тышлер, С. Б. Рудаков.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Виноградов В. В. О поэзии Анны Ахматовой (стилистические наброски). — Л., 1925.
  • Озеров Л. Мелодика. Пластика. Мысль // Литературная Россия. — 1964. — 21 авг.
  • Павловский А. Анна Ахматова. Очерк творчества. — Л., 1966.
  • Тарасенков А. Н. Русские поэты XX в. 1900—1955. Библиография. — М., 1966.
  • Добин Е. С. Поэзия Анны Ахматовой. — Л., 1968.
  • Эйхенбаум Б. Статьи о поэзии. — Л., 1969.
  • Жирмунский В. М. Творчество Анны Ахматовой. — Л., 1973.
  • Чуковская Л. К. Записки об Анне Ахматовой. в 3 т. — Paris: YMCA-Press, 1976.
  • Об Анне Ахматовой: Стихи, эссе, воспоминания, письма. Л.: Лениздат, 1990. — 576 с., ил. ISBN 5-289-00618-4
  • Воспоминания об Анне Ахматовой. — М., Сов. писатель, 1991. — 720 с., 100 000 экз. ISBN 5-265-01227-3
  • Лосиевский И. Я. Анна Всея Руси: Жизнеописание Анны Ахматовой. — Харьков: Око, 1996.
  • Памятники культуры. Новые открытия. 1979. — Л., 1980 (ежегодник).
  • Троцык О. А. Библия в художественном мире Анны Ахматовой. — Полтава: ПОИППО, 2001.
  • Тименчик Р. Д. Анна Ахматова в 1960-е годы. — М.: Водолей Publishers; Toronto: University of Toronto (Toronto Slavic Library. Volume 2), 2005. — 784 c.
  • Мандельштам Н. Об Ахматовой. — М.: Новое издательство, 2007.
  • Далош Д. Гость из будущего. Анна Ахматова и сэр Исайя Берлин. История одной любви. — М., Текст, 2010.
  • Алексееева Т. С. Ахматова и Гумилёв. С любимыми не расставайтесь. М.: Эксмо, 2013. — 342 с. — (Истории, восхитившие мир). — 2500 экз., ISBN 978-5-699-61680-0

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]