Боб Марли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Боб Марли
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Роберт Неста Марли
Çуралнă вăхăт 1945 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Найн-Майлс, Ямайка
Вилнĕ вăхăт 1981 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕ (36 çул)
Вилнĕ вырăн Майами, АПШ
Патшалăх
Профессисем музыка ăсти
Жанрсем регги, ска, рокстеди
Вăл пурăннă çурт, Ямайка

Боб Марли (акăл. Bob Marley; тулли ячĕ Роберт Неста Марли, акăл. Robert Nesta Marley; 6 нарăс 1945, Найн-Майлс — 11 çу 1981, Майами) — ямайка музыканчĕ, гитаристĕ, юрăçĕпе кĕвĕ çыраканĕ. Паянхи кунсене çити Боб Марли регги евĕрĕн чи паллă кĕвĕ выляканĕ пулса юлать. Ăна пула регги евĕрĕ халăхсен хушшинче Ямайка тулашĕнче те анлăн сарăлнă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Боб Марли Ямайкара, Найн-Майлс ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Норвал Марли, Европаран пулнă, Аслă Британин Тинĕс Çарĕн офицерĕ пулнă, кайран Ямайкари пĕр плантацин ертсе пыраканĕ пулнă. Унта вăл Робертăн амăшĕпе, 16-çулхи ямайка хĕрĕпе Седелла Букерпа паллашнă. Пурнăçĕнче Роберт хăйĕн ашшĕне икĕ хут çех курнă. 1955-мĕш çулта Норвал вилнĕ, ун чухне Роберт 10 çулта пулнă.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Студи альбомĕсем
Концерт альбомĕсем

Кил-йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн пысăк çемьинчен пур ачисем тенĕ пекех музыка ăстисем.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мухтав ретĕнчи Боб Марли çăлтăрĕ