Казис Бинкис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Казис Бинкис (Kazys Binkis), — Литва сăвăçи, драматург, тăлмач. 1893 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Папилис вулăсĕнчи Гудяляй ялĕнче çуралнă. 1942 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Каунас хулинче вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1908 çулта Папилис пуçламăш шкулне вĕренсе пĕтернĕ. 1908-1910 çулсенче Биржайри тăватă класлă шкулта, кайран вара Белоруссинчи ял хуçалăх училищинче вĕреннĕ. Училищĕне вĕренсе пĕтермен, укçа çитмен пирки пăрахă.

1912 çултан пуçласа Вильна хулинче пурнăннă, çитĕнсе çитнĕ аттестатне илме хатĕрленнĕ. Людас Гирăн секретарĕ пулнă. 1914 çулта тăван çĕре таврăннă. 1915 çулта Вильнăра вĕрентекенсен курсне пĕтерсе Папилисра ачасене вĕрентме тытăннă.

1920-1923 çулсенче Берлин университетĕнче литературăпа философи лекцийĕсене итленĕ. Авангардлă юхăмсемпе паллашнă, Литвана таврăнсан вара çамрăк çыравçăсемпе ӳнерçĕсене пĕрлештерсе «Тăват çил» ятлă футуристла енлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Ушкăна Юозас Жлабис-Жянге, Салис Шемерис, Пятрас Тарулис кĕнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн çак кĕнекесем тухнă:

  • Rinktinė. Vilnius, 1955
  • Poezija. Vilnius, 1963
  • Generalinė repeticija. Vilnius, 1965.
  • Raštai: septyni tomai («Сочинения: 7 томов»; sudarė, įvadą ir paaiškinimus parašė Adolfas Juršėnas). Vilnius: Pradai, 1999 — издание продолжается.
  • Poezija / parengė Agnė Iešmantaitė. Vilnius: Žaltvykslė, [2005] (Vilnius : Sapnų sala). 86, [1] p. (Mokinio skaitiniai). Tir. 1000 egz. ISBN 9986-06-067-2.

Куçарăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Казис Бинкис сăввисене эрмен, латыш, нимĕç, поляк, вырăс чĕлхисем çине куçăрнă. ВЫрăсла унăн сăввисене Евгений Шкляр, Андрей Клёнов куçарнă.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • В. Pranskus. Kazio Binklo satyrinės poemos // Binkis К. Kriačius Motiejus. Kaunas, 1947.
  • V. Galinis. Kazys Binkis // Pergalė, 1960, Nr. 4.
  • Lietuvių literatūros istorija. T. 3, d. 1. Vilnius, 1961.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.