Итальян чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: hif:Italian bhasa
204-мĕш йĕрке: 204-мĕш йĕрке:
* [http://www.internetpolyglot.com/russian/lessons-it-ru Интернет Полиглот çинчи итал чĕлхин выляв урокĕсем]
* [http://www.internetpolyglot.com/russian/lessons-it-ru Интернет Полиглот çинчи итал чĕлхин выляв урокĕсем]
* [http://slavamax.com/rita/index.html iPhone/iPod Touch çинчи итал-вырас сăмахсарĕ тата кашнин хăйĕн вĕренмелли кĕнеке]
* [http://slavamax.com/rita/index.html iPhone/iPod Touch çинчи итал-вырас сăмахсарĕ тата кашнин хăйĕн вĕренмелли кĕнеке]
* [http://www.learnitaliano.net/ LearnItaliano.net]


{{Interwiki|it|Pagina principale|италла|}}
{{Interwiki|it|Pagina principale|италла|}}

21:27, 16 Утӑ уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Итал чĕлхи
Тăван ячĕ: italiano, lingua italiana итлеме 
Патшалăхсем: Итали, Сан-Марино, Ватикан, Швейцари, Словени, Хорвати, Франци, Монако, Ливи, Тунис, Эритрей, Эфиопи, Сомали, Мальта, Албани
Официаллă статус: Итали, Ватикан, Сан-Марино, Швейцари, ЕП
Рейтинг: 18
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Роман ушкăнĕ
Итало-романская подгруппа
Çырулăх: латиница
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1: it
ISO 639-2: ita
ISO 639-3: ita
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Тĕнчере итал чĕлхин ареалĕ

Итал чĕлхи (lingua italiana) — Итали, Ватикан (латин чĕлхипе пĕрле), Сан-Марино, Швейцари (нимĕç, франци тата швейцар ретороман чĕлхисемпе пĕр танах). Хорватипе Словенири чылай итал халăхĕ пурăнакан темиçе тăрăхра иккĕмĕш официалă чĕлхе пулать.

Итал чĕлхи Итали территоринче саралнă халăх латынĕнчен пуçланать. Вăтам ĕмĕрлĕхре, ун чухне Итали политика енчен сапаланнă пулнă, пĕрлĕ литература чĕлхи пулман, çапах та тĕрлĕ диалектлă çыру палăкĕсем сыхланса юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнчен пуçласа чи хисеплĕ диалект Тоскана, терĕсрех — Флоренци диалекчĕ шутланать, çак диалектпа Данте, Петрарка тата Боккаччо çырнă. Çапах та, пуян пĕлӳ илнĕ çынсем классик таса латыньпе танлаштарса итал чĕлхине «вульгарлă» — volgare тенĕ. XVIII—XIX ĕмĕрсенчен пуçласа çурçĕрпе кăнтăр идиомĕсен хушшинчи куçăмлă тоскана диалекчĕн никĕсĕпе пĕрлешӳллĕ итал чĕлхи хормăланать. Çав хушăрах Итали территоринче темиçе диалект саралнă пулнă, вĕсем хушшинчи хутшăну йывăр шутланнă: çурçĕр итал диалекчĕсем истори енчен галл-роман, кăнтăр итал — итал-роман шутне кĕнĕ. Диалектсемсĕр пуçне, итал литература чĕлхин темиçе тĕслехĕ[1], çаплах уйрăм чĕлхе шутланакан идиомăсем (пирваях сардинпа фриул) пур.

Кун-çулĕ

Данте Алигьери

Лингвистика пахалăхĕ

Алфавит тата орфографи

Итал алфавичĕ (alfabeto)
Сасă палли Пуплев Ячĕ
A a [a] (а) a
B b [b] (б) bi
С с [k], [ʧ] (к, ч) сі
D d [d] (д) di
E e [e], [ɛ] (э) e
F f [f] (ф) effe
G g [g], [ʤ] (г, дж/ж) gi
H h текста пăхăр acca
I i [i], [j] (и, й, ь)
текста пăхăр
i
L l [l] (ль) elle
M m [m] (м) emme
N n [n] (н) enne
O o [o], [ɔ] (о) o
P p [p] (п) pi
Q q [k]
qu [kw] юнашар кăна
cu
R r [r] (р) erre
S s [s], [z] (с, з) esse
T t [t] (т) ti
U u [u], [w] (у) u
V v [v] (в) vi, vu
Z z [ʦ], [ʣ] (ц, дз/ѕ) zeta
Ют çĕр сăмахĕсене çырнă чух кăна
J j [j] (й) i lungo
K k [k] (к) cappa
X x [ks] (кс) ics
W w [v] (в, у) vu doppia
Y y [i] (и, й) ipsilon, i greca

Фонетика тата фонологи

Уçă сасăсем

Литература итал чĕлхинчи уçă монофтонгĕсене таблицăра кăтартнă:

Итал чĕлхин уçă сассисем
Малти Вар Кайри
Çӳлти i u
Вăтам-çӳлти e o
Вăтам-аялти ɛ ɔ
Аялти a

Грамматика

Ятсем

Итал чĕлхинче:

Икĕ ăрат:аçа (maschile) тата ама (femminile). Ӳкĕмсем çук, предлогсем кăна.

Глаголсем

Антропонимика

Тĕп статья: Итал ячĕсем


Асăрхавсем

  1. ^ De Mauro, Tullio. Storia linguistica dell’Italia unita. Bari: Edizioni Laterza, 1963

Каçăсем

Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|it уйрăмĕ]].


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Шаблон:Link FA