''Чăваш'' этнонима этимологизацилесси тĕлĕшпе (Н.И. Егоров статйи)

Чăваш этнонима этимологизацилесси тĕлĕшпе, Николай Иванович Егоров лингвист тата тюрколог 1979-мĕш çул тĕлне вырăсла[1] çырнă статья[2]:344. Ку статьян тĕп тезисĕсем 1980-мĕш çулта пичетленсе те тухнă темелле[3], анчах та хайлав тулли халлĕн 2017-мĕш çулта çеç кун çути курнă[2]:344-402.
А.В. Кузнецов, статьяна пичете хатĕрлекенĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьяна филологи ăславĕсен кандидачĕ А.В. Кузнецов пичете хатĕрленĕ. Вăл çакна автортан ирĕк илмесĕрех тунине палăртать, çавна май каçару та ыйтать. Кун çути курнă Н.И. Егоров статйи тĕлĕнче А.В. Кузнецовăн пĕчĕк умсăмахĕ те пур. Пĕрремĕш хут пичетленнĕ пирки, каçару ыйтни тĕлĕшпе тата урăх пĕлтерĕшлĕ хыпарсене ĕнтĕ шăпах çавăнтан пĕлме пулать.

В.Г. Родионов
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сумлă ăславçăсенчен, Н.И. Егоров идейисене алла илсе малалла тăсакансенчен пĕри В.Г. Родионов пулнă. Алла илесси Н.И. Егоровпа пĕр вăхăталлах пулнă[4] тата каярахпа та тăсăлнă[5][6].
Никколай Иванччӑ тата Витталий Григорччӑ[7]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малалла «Чăваш халăх канашлăвĕнчи» текст каять[7]. Ним улăштармасăр илсе кăтартнă. Сиктернĕ вырăнсене кĕтеслĕ хăлапкасемпе уйăрнă.
Цитата пуçламăшĕ. Никколай Иванччӑ — Николай Иванович Егоров, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор; Витталий Иванччӑ — Виталий Иванович Родионов, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор. <...>
1979-мӗш ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӗнче В.Г.Родионовӑн "Чӑваш этноним ӑҫтан пуҫланнӑ?" статйи пичетленсе тухнӑ. Ахӑртнех, чӑваш тенине ҫӑваҫ тенипе чӑнласах ҫыхӑнтарас шухӑш чӑн малтан ҫавӑнта палӑрӑннӑ пулмалла.
Малалла ҫав статьях "Тӑван Атӑл" журналта (1980, февраль, 2№) кун ҫути курать.
Ҫав вӑхӑталлах (1980, февраль, 12-13), Шупашкарти гуманитари институтӗнче В.Г.Егоров ҫурални 100 ҫул ҫитнине паллӑ туса ӑслав сессийӗ пулса иртет. Ку сессире Н.И.Егоров "К этимологии этнонима чуваш" ятпа доклад туса парать. Докладӑн тезисӗсем ҫав ҫулах Шупашкарта пичетленсе тухаҫҫӗ (Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.Г. Егорова (12–13 февраля 1980 г.). Чебоксары, 1980. С. 34–36.). Ҫав докладра та Н.И.Егоров,— В.Г.Родионов пекех! — хайхи "ҫӑваҫ-чӑваш" теорине ҫӗклет.
Ӗнтӗ епле пулса тухать-ха?
Икӗ ҫын, Виталий Григорьевич Родионов тата Николай Иванович Егоров, пӗр харӑсах тенӗ пек, ЧӐВАШ сӑмах ӑҫтан тухса кайни тӗлӗшпе пӗр теориех кӑларса тӑратаҫҫӗ.
Малтан иккӗш пӗрле калаҫса татӑлнӑ-ши?

Е калаҫса татӑлмасӑрах, пӗр-пӗринчен пачах та уйрӑммӑн, пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ-ши? Енчен те кунта иккӗмӗш сӗм тӗрӗс пулсан, ҫакна самаях тӗлӗнмелле япала тесе шутламалла. Апла-и, капла-и, кун пек япаласем ӑславсен историйӗнче пайтах хутчен те пулнӑ.
Исаак Ньютон акӑлчан тата Готфрид Лейбниц нимӗҫ пӗр-пӗринчен уйрӑммӑн дифференциаллӑ тата интеграллӑ шутлавсен никӗсӗсене хывнӑ.
Эчсемӗр, Никколай Иванччӑпа Витталий Григорччӑ тӗлӗшпе те шӑпах ҫавнашкал пулса тухнӑ мар-и? Паллах, вӗсем иккӗш те Шупашкарта пурӑннине кура, ҫакна пит ӗненесех те килмест пек. Тен, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапах та калаҫкаланӑ? Канашлама та пултарнӑ-тӑр, тен?
Пулӗ те. Анчах та ҫавнашкал тӗлпулусем пулни-пулманни пирки ниҫта та нимӗнле йӗрсем те ҫук! Ҫапла вара, хуть те мӗнле пулсан та, уйрӑммӑн пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ темешкӗн тиветех!
Икӗ ҫын — пӗр уҫнӑлӑх! <...>
Уҫнӑлӑхӑн пӗлтерӗшӗ пирки кӗскен Хуть те мӗнле ҫын та иртнӗ вӑхӑтсем пирки шухӑша каятех. Пӗлӗвӗ пур-и унӑн е ҫук-и — пурпӗрех! Ҫакнашкал туртӑнӑва ниепле те ҫапса хуҫаймастӑн! Кашнийӗ хӑйне майлӑ туртӑнать. Ҫапах халӑх ячӗ пирки шухӑша кайни пурин те пулать пуль. Шухӑша кайнӑ май ытти ыйтусене те пырса перӗнет. Ҫапла вара хӑй сисмесӗрех историлле тавракурӑмне анлӑлатать.
"Чӑваш" этнонимӑн тупсӑмӗ тӗлӗшпе те ҫавӑн пекех. Тӗп ҫул-йӗре уҫса памаллах! Ҫитет пулӗ тӗрлӗрен "савирсемпе", "суварсемпе", "табгачсемпе", "чаушсемпе", "йӑвашсемпе", "шӑвашсемпе" анкӑ- минкӗленме! Чӑнлӑх вӑл унашкал тӗлли-паллисӗр сапаланса кайнипе пирӗн ума нихҫан та хӑй тӗллӗн тухса тӑмӗ. Юриех ҫынсене минретес тӗллевпе кӑларса тӑратнӑ япаласене ним шеллевсӗр айккинелле сирмелле. Ала витӗр кӑлармалла. Юлашкинчен мӗн юлать — ҫавӑ чӑнлӑх пулать.Цитата вĕçĕ.
Э.Н. Егоров
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пăхса тухакан статья 1979-2017-мĕш çулсенче пичетленмен пулсан та, Николай Иванович ку тĕлĕшпе алла усса ларман. Асăннă ыйтупа час-часах хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ. Çав шутра хăйĕн ывăлĕпе Э.Н. Егоровпа çумавторсем пулса пĕлтернисем те пур[8].

Ю.Н. Исаев, М.И. Скворцов тата А.А. Чеченов
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ю.Н. Исаев — статья тухнă кĕнекен ăслăлăх редакторĕ.
- М.И. Скворцов — статья тухнă кĕнекен рецензенчĕ.
- А.А. Чеченов — — статья тухнă кĕнекен спонсорĕ, ку çын çавнашкалах чĕлхеçĕ-тюрколог пек те паллă, РАН чĕлхе институтĕнче Мускавра ĕçлет.
Н.В. Александрова, Н.М. Елимова, С.В. Салдыркина
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Н.В. Александрова — статья тухнă кĕнекен редакторĕ.
- Н.М. Елимова — статья тухнă кĕнекен наборлаканĕ.
- С.В. Салдыркина — статья тухнă кĕнекен наборлаканĕ.
А.В. Савельев, Н.С. Мясников
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А.В. Савельев, Н.С. Мясников чăваш этноним пирки çĕнĕ монографи пичетлесе кăларнă[9]. Вĕсем унта Н.И. Егоров тата В.Г. Родионов курăмĕсемпе, çиелтен пăхсан, тĕппипех килĕшнĕ теме çук. Анчах та ку авторсен те, чăннипе, çав йĕрпех пыракан шухăшлав.
Енчен вĕсем те, кусем те чăваш сăмахăн этимонĕ, артефакчĕ пек çăваç тенине кураççĕ пулсан, омонимсем пĕрне пĕри те витĕм кÿме пултарнă темелле. Сăмахăн тĕрлĕ пĕлтерĕшĕсем пĕр харăс «ĕçлеме» пултаррнă. Ĕнтĕ çавнашкал шутлама, ахăртнех, нимĕн те чăрмантармасть.
Çапла вара, асăннă лару-тăрура, ситуацире хирĕçлев-тавраш, тÿррипе каласан, çукрах.

Н. И. Ашмарин
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Калас пулать, Н.И. Егоров "чăваш" этнонимăн этимонĕ тата артефакчĕ пек кăларса тăратнă çăваç сăмаха кунашкал контекстра чăн малтан пăхса тухаканни Н. И. Ашмарин пулнă темелле[10].
Кунтан та ытларах, "чăваш" тата "çăва" сăмахсен пĕрпеклĕхне чăн малтан асăрхаканни те вăлах.
Н. И. Ашмарин шучĕпе, ç вырăнне ч çирĕпленни кунашкал кăра омонимирен тарнипе пулма пултарнă.
Мĕн тарни ĕнтĕ? Кăнна Кушки ялĕнче Масаркасси ятлă урам та пур[11]. Борис Чиндыковăн "Масаркасси ясарăн çитмĕл çиччĕмĕш матки" текен камит пур, ăна профессионаллă театр сцени çинче те кăтартнă.
Улатăр районĕнчи Междуречье пĕр çĕр çул каялла Кладбищи ятпа çÿренĕ[12]. «Зловещее название» текен ыйту Совет саманинче çеç сиксе тухнă. Унччен çавă никама та шиклентермен. Кладбищи е Погост компонентлă ялсем паянхи кун та пур.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Тен, чăвашла верси те пур пуль, анчх та эпир кăна пĕлместпĕр.
- 1 2 Егоров Н.И., К ЭТИМОЛОГИЗАЦИИ ЭТНОНИМА ЧӐВАШ «ЧУВАШ». // Егоров, Н. И. Избранные труды по этнолингвогенезу и этнической истории чувашского народа. — Чебоксары : Новое Время, 2017. — Кн. 2. — 439 с.
- ↑ Егоров Н.И. К этимологизации этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.Г. Егорова (12-13 февраля 1980 г.). Чебоксары, 1980. С. 34-36)
- ↑ Родионов В.Г. Чăваш этноним ăçтан пуçланнă? // Тăван Атăл (Родная Волга), 1980. № 2. С. 79–80. (Ку статья малтан çакăнта пичетленнĕ: Чăваш Республикин Йĕпреç районĕн Çĕнтерӳшĕн (За победу) хаçачĕ), 1979. 27, октябрь.)
- ↑ В.Г.Родионов. Чăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи культури.// В.Г.Родионов.Чăваш литературию XVIII-XIX ĕмĕрсем. Чăв.кĕнеке кăларавăшĕ, Шупашкар, 2006. — С.7-51
- ↑ Родионов В.Г. К истории возникновения и утверждения этнонимов бигер, бесермян и чуваш// Ашмаринские чтения – VI: материалы Всероссийской конференции, проходившей 17–18 октября 2008 г. Чебоксары: ЧГУ, 2008. С. 169–179;
- 1 2 Agabazar: Никколай Иванччӑ тата Витталий Григорччӑ — Чăваш халăх канашлăвĕ.
- ↑ Егоров, Н. И., Егоров Э.Н. Асăннă çăлкуç.
- ↑ Савельев, Мясников. Асăннă çăлкуç.
- ↑ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. Казань. 1902.
- ↑ Тезаурус Лингве Чувашорум
- ↑ Междуречье
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Егоров, Н. И., Егоров Э.Н. Бесермяне и чуваши - этнонимы отконфессионального происхождения // Диалекты и история тюркских языков во взаимодействии с другими языками. Сборник научных статей. Чебоксары: ЧГПУ, 2004. С 146-158. (Çаках: Егоров, Н. И., Егоров Э.Н. Бесермяне и чуваши - этнонимы отконфессионимного происхождения // Избранные труды. Этимология. Этноглоттогенез. Этнолингвокультурология. Астана; Чебоксары, 2009. Том 1.С. 763-786. Ку (?) 2017-мĕш çулхи иктомлăхра та пур, анчах та унта Егоров Э.Н. çумавтора кăтартман).
- Егоров, Н. И., Егоров Э.Н. Черемисы русских источников XVI-XVIII вв.: милитоним, соционим, этноним. // «История Чувашии сквозь призму комплексного подхода: от междисциплинарности к трансдисциплинарности», сборник материалов Всероссийской научно-практической конференции посвященной 100-летию со дня рождения Василия Димитриевича Димитриева. Чебоксары (11 января 2024 г). – Чебоксары, ЧГУ им. И. Н. Ул... (c. 331.-384)
- Савельев А.В., Мясников Н.С. К происхождению этнонима чуваш: основные версии и их историческая интерпретация. Чебоксары: ЧГИГН, 2026. (Альтернативăлла каçă — https://psv4.userapi.com/s/v1/d2/p-pEY6BREnlHsd9j_EVSddhoMO-qM839_Ss63F3Q7v0UGn8Al1B7ygm-W-wDouZdiphTSmEKaT5nWtAdfr8zlMObY3oUcjLmVEmME_jHR4ATnpmzjdcg9gusW_vF8VOAWCJ77Yk/K_proiskhozhdeniyu_etnonima_chuvash_2026.pdf).
- Фомин Э.B. Этноним «чуваш» в контексте пермских языков. Доклад. // XVI Международный симпозиум «Диалекты и история пермских языков во взаимодействии с другими языками», посвященный 130-летию со дня рождения известного коми лингвиста Василия Александровича Молодцова, 27-28 октября 2016 года, Сыктывкар 2016.
- Madurov, D. (2024) “Этноним и его градации на примере чувашей. c. 385-415,” «История Чувашии сквозь призму комплексного подхода: от междисциплинарности к трансдисциплинарности», сборник материалов Всероссийской научно-практической конференции посвященной 100-летию со дня рождения Василия Димитриевича Димитриева. Чебоксары (11 января 2024 г). – Чебоксары, ЧГУ им. И. Н. Ул...
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чӑвашлӑх: Ашмарин, Родионов, Егоров — Agabazar.