Контент патне куҫ

«Чăваш» этноним пулса кайни пирки: тĕп верççĕсем тата вĕсен историлле интерпретацийĕ (пĕлтерев тата кĕнеке)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Н. И. Ашмарин чăваш чĕлхин фонетики тĕлĕшпе усă курнă паллăсем (тен, пурте мар)
Патша саманинчи чăваш çырулахĕнчи паллăсем
Хальхи чăваш алфавичĕ (юлашки виçĕ паллăна мĕншĕн «чиксе хуни» паллă мар)

Чăваш этноним пулса кайни пирки: тĕп верççĕсем тата вĕсен историлле интерпретацийĕ, А.В. Савельев тата Н.С. Мясников 2026-мĕш çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче ЧГИГН пĕтĕмлетÿ ăслав çеççĕйĕнче туса панă ăславла пĕлтерев[1], çавăн пекех çав ятпах тухнă кĕнеке[2].

  • А.В. Савельев, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, РАН ОУАЯИЯ ăслăлăх аслă ĕçлевçи (Мускав хули).
  • Н.С. Мясников, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧГИГН археологилле енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçлевçи (Шупашкар хули).

Кĕнеке хуплашки çинче шăпах çак йĕркепе (алфавитпа мар) асăннă. Ку, ахăртнех, пĕрремĕш авторăн тÿпи пысăкрах иккенне кăтартать пулĕ.

Ăслăлăх редакторĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Э.Е. Лебедев, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧГИГН филологилле енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçлевçи (Шупашкар хули).

Рецензентсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • В.В. Напольских[3], истори ăслăлăхĕсен докторĕ, УрО РАН ЦИЛИИИА ăслăлах тĕп ĕçлевçи тата ертÿçи, РАН пайташ-корреспонденчĕ (Екатеринбург хули).
  • А.В. Дыбо[4], филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, РАН ОУАЯИЯ пай пуçлăхĕ, РАН пайташ-корреспонденчĕ (Мускаав хули).
  • А.С. Сараев, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧГИГН историлле енĕн ăслăлăх ĕçлевçи (Шупашкар хули).

Чăваш сăмахăн этимологийĕн темиçе версине тиркевлĕ куçпа пăхса тухнă хыççăн авторсем хайсем чи ăнăçлă тесе шутлакан верси çинче чарăнса тăраççĕ. Этимон — лешекки пĕлтерĕшлĕ ĕлĕкхи *çăваç сăмах. Çавăнтан пулса кайма пултарнă имĕш.

А.В. Дыбо

А.В. Дыбо çапла шутлать[4]:

<Кĕске куçару: Тюркологире çĕнĕ материалсем тупăнсан, чăваш этноним лешекки пĕлтерĕшрен тухнă тени, тен, сĕврĕлме те пултарĕ, анчах хальхи тăрăмра ку гипотезăна йышăнма кирлĕ.>

В.В. Напольских вара çапларах çаврттарса хунă[3]:

<Кĕске куçару: Авторсем лешекки пĕлтерĕше тĕпе хума сĕннин вăйлă енĕ вăл — çармăс чĕлхинчи suas ‘тутар’ этнонима тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарма пултарассийĕ.>

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Ученые ЧГИГН представили доклады на Итоговой сессии, посвященной Дню российской науки
  2. Савельев А.В., Мясников Н.С. К происхождению этнонима чуваш: основные версии и их историческая интерпретация. Чебоксары: ЧГИГН, 2026. (Альтернативăлла каçă — https://psv4.userapi.com/s/v1/d2/p-pEY6BREnlHsd9j_EVSddhoMO-qM839_Ss63F3Q7v0UGn8Al1B7ygm-W-wDouZdiphTSmEKaT5nWtAdfr8zlMObY3oUcjLmVEmME_jHR4ATnpmzjdcg9gusW_vF8VOAWCJ77Yk/K_proiskhozhdeniyu_etnonima_chuvash_2026.pdf).
  3. 1 2 Напольских В.В. Рец. на: Савельев А. В., Мясников Н. С. К происхождению этнонима чуваш: основные версии и их историческая интерпретация / А. В. Савельев, Н. С. Мясников; науч. ред. Э. Е. Лебедев. Чебоксары: ЧГИГН, 2026. 60 с. (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 41). С.142-145. // Современная гуманитаристика / Modern humanities / Хальхи гуманитаристика. 2026. Т. 2. № 1
  4. 1 2 Дыбо А.В. Рец. на: Савельев А. В., Мясников Н. С. К происхождению этнонима чуваш: основные версии и их историческая интерпретация / А. В. Савельев, Н. С. Мясников; науч. ред. Э. Е. Лебедев. Чебоксары: ЧГИГН, 2026. 60 с. (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 41). С.138-141. // Современная гуманитаристика / Modern humanities / Хальхи гуманитаристика. 2026. Т. 2. № 1