Контент патне куҫ

«Pro Patria» медаль (Польша)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Pro Patria» медаль
Тӑван ят полякла Medal „Pro Patria”
Патшалӑх Польша Польша
Кам тивӗҫтерет Вӑрҫӑ ветеранӗсен тата пӑхӑнтаруран аманнисен ӗҫӗсен тытӑмӗн ертӳҫи
Чыслав сӑлтавӗ Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Польша пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешнӗ чух ӗҫ тата халӑх асне упраса хӑварас паллӑ тӳпе хывнӑ
Статус тивӗҫтерме пултарать
Статистика
Йӗркеленӗ вӑхӑт 2011 ҫ. авӑнӑн 1

«Pro Patria» медаль («Тӑван ҫӗршывшӑн» медаль, пол. Medal „Pro Patria”) — 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче йӗркеленӗ Польшӑн патшалӑхлӑ тата элтешлӗ медалӗ. Ӑна «Вӑрҫӑ ветеранӗсен тата пӑхӑнтаруран аманнисен ӗҫӗсен тытӑмӗн» ертӳҫи парать

«Pro Patria» медале ветерансен тата пӑхӑнтаруран аманнисен ушкӑнӗсенчен документациллӗ ыйтупа Вӑрҫӑ ветеранӗсен тата пӑхӑнтаруран аманнисен ӗҫӗсен тытӑмӗн ертӳҫи парать[1]. Польша ертсе пырӑвӗпе е Польша дипломатиллӗ миссийӗсен ҫар атташи рекомендаци параяҫҫӗ те. Медаль Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин вӑхӑтӗнче тата унӑн хыҫҫӑн вӑхӑтӗнче Польша пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешнӗ чух поляк халӑхӗн асне упраса хӑварас паллӑ тӳпе хывнӑшӑн парать[2].

Ҫырса пани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӗмӗлтен тунӑ 36 мм диаметрлӗ медаль. Малтан енче хӗҫсен хӗресӗ ҫинчи коронӑланӑ Поляк Ӑмӑрчӗ ӳкернӗ. Кайран енче хӗрес-патье, ун айӗнче «PRO PATRIA» 1768-1989 ҫырни, аялтарах хӗресленӗ юманпа лавр турачӗсем. 1768 ҫулта Бар конфедерацийӗ хисеплесе тӑнӑшӑн: ҫав ҫулта Польша пӑхӑнманлӑхне чӗрӗлтерес тесе пӗрремӗш пӑлхану пулнӑ. Медаль хӗррисенче «URZĄD DO SPRAW KOMBATANTÓW I OSÓB REPRESJONOWANYCH» ҫырнӑ, ку организаци медале парать. Ҫаврака ҫирӗплетнине хӑмла ҫырни тӗслӗ хӑю. Хӑю варринче шурӑ хӗрӗсемпе тӗттӗм кӑвак хӑю. Хӑмла ҫырлиллӗ хӑю хӗррисенче хура хӑюсем[3] .

Чысланӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Information on the "Pro Patria" Medal - Office for War Veterans and Victims of Oppression. Udskior.gov.pl. Office for War Veterans and Victims of Oppression. Тĕрĕсленĕ 17 Чӳк уйӑхӗн 2012.
  2. Commander in Chief awarded with the "Pro Memoria" medal. Strazgraniczna.pl (27 March 2012). Тĕрĕсленĕ 17 Чӳк уйӑхӗн 2012.
  3. Republic of Poland since 1990. Medals.pl. Тĕрĕсленĕ 17 Чӳк уйӑхӗн 2012.
  4. Andrzej Papierz zajmie się Polonią.
  5. Pro Patria Medal. radiozagranica.pl.
  6. Pro Patria Medal. polskieradio.pl.
  7. Pro Patria Medal. dzieje.pl.
  8. Pro Patria Medal. gazetaprawna.pl.
  9. Uroczystość wręczenia odznaczeń w Pałacu na Wodzie w warszawskich Łazienkach - Urząd do Spraw Kombatantów i Osób Represjonowanych (Polish). Udskior.gov.pl. Тĕрĕсленĕ 17 Чӳк уйӑхӗн 2012.