Йĕп
Йĕп — хытă япалалăхран (малтан шăмăран) тунă вăрăм çинçе шĕвĕр вĕçлĕ инструмент. Кулленхи пурнăçра тĕл пулакан тĕсев: пĕр вĕçĕнче çип тирмелли йĕп куçĕллĕ çĕвĕç йĕппи.
Йĕп ĕлкиллĕ япаласене те йĕп тесе палăртаççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи çулсенче пусма япалисене çип евĕр сӳспе пĕрлештерме пулă шăмминчен тунă инструментсемпе усă курнă. Металл пăралукĕнчен тунă йĕпсене XVI ĕмĕрте тин тума пултарнă.
Йĕп тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕçре кирлипе
- Çĕвĕç йĕпписем; вĕсем хăйсем алăпа çĕлемеллисем тата машинпа çĕлемеллисем пулаççĕ. Алăрисем стандартлă йĕп валли хăлхаллисем, эрешлемеллисем тата çĕвĕçсен, атăç йĕпписем. Машин йĕпписене çĕвĕç машинкисенче лартаççĕ. Çĕвĕç йĕпписем пысăкăшпе те, формипе ту уйрăлса тăраççĕ. Кашни материал, çип вали йĕпе суйласа илеççĕ. Йĕпĕн номерне яланах миллиметрăн çĕрмĕш пайĕсемпе (70, 90, 120) палăртаççĕ — пысăк номерлĕ йĕп шултра пулать. Яка шĕвĕрлĕ йĕпсем — тĕртнĕ материал çипне ытлах чĕрмесĕр йĕпе чикмешкĕн; çивĕч вĕçлĕ шĕвĕрлĕ йĕпсем, сăрана, резинăна, тĕртмен материала т. ыт. те тирмешкĕн тата мăка вĕçлĕ йĕпсем — пусма, трикотаж çыхмашкăн[1]
Фурнитура-ҫӗвӗ туса кӑларакан пулӑшу изделийӗсем. Фурнитура ҫӗвӗ изделийӗсене тӳлеме, ҫирӗплетме, ҫав изделисен деталӗсене ҫирӗплетме, ҫавӑн пекех тумтирсене эксплуатацилеме меллӗ пултӑр тесе ӗҫлет. Ҫӗвӗ производствин фурнитурӗ шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: тӳмесем, тӳмесем-ҫиҫӗм, кнопкӑсем, ҫекӗлсем, йӑлӑсем, ҫипсем (ҫӑка), блоксем, хальнитенсем, эластикӑллӑ хӑюсем тата ытти те.
- Медицинăра (пахалăхĕсем — стериллӗхĕ тата пĕрре ускурмаллăхĕ):
- Инъекци, инфузи тумашкăн, биологи шĕвекĕсене кăларса илмешкĕн — шалта хăвăллă, объекта шĕвек ямашкăн е шĕвеке кăларса илмешкĕн. Тăтăшах шприцпе тата тумламлатпа (капельница) пĕрле усă кураççĕ.
- Хирург йӗпписене биологи тĕртĕмĕсене, биопсисене тата лигатурлисене пӗрлештермешкӗн ҫӗлени енĕпе кассификацилеҫҫӗ.
- Çĕлекеннисем çакнашкаллисем: чикекеннисем, касаканнисем, чикекен-касаканнисем, шпатель евĕрлисем, ромб евĕрлисем тата ур. Тăтăшах Матье е Хегар йĕп тытмаллипе усă кураççĕ.
- Лигатурлă йĕпсем ятарлă конструкцилĕ: йĕп вĕçĕнче хăлхаллă тата ал тытмалли. Çак йĕп çипе йывăр вырăнсене çĕлеме май парать. Тăтăшах тĕл пулакан лигатурлă йĕпсем — Реверденăн тата Дешанăн.
- Пункци тăвакан йĕпсемпе органсемпе хшушăксене шĕвеке янă е шĕвеке кăларса илнĕ чухне усă кураççĕ, çаплах ангиографи тĕпчевĕсене ирттернĕ чухне. Мандрена пулӑшнипе манипуляци процесӗнче йӗппе ҫутнине тасатма май пур.
- Техника (клапан йӗпписем, распылитель йӗпписем, сасӑ вӑййисем тата ытти те).
Ҫутҫанталӑкра тĕл пулакан йӗпсем:
Тăтăшах биологи организмĕсем (чĕрчунсем, ӳсентăрансем, бактерисем т. ыт.) тăшмансенчен хӳтĕленмешкĕн, инкекрен хăтăлса тухмашкăн, е епле те пулин çий çине çакланмашкăн усă кураççĕ. Тĕслĕхсем: кӑртӑшсене, чĕрĕпсене тата дикобразсене (?) çăткăнсенчен йĕпсем хӳтĕлеççĕ, çаплах вĕсем ӳсентăрансене (акацие, кактуса, тёрна т. ыт.) курăк çиекенсенчен те хăтараççĕ, нӳрĕке сыхласа хăварма та пулăшаççĕ. Хăшпĕр микроорганизм çав йĕпе пула çийе «çакланса» юлма пултарать (радиолярисем т.ур.).
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Йĕп Викиампарта? |
Ку инструмент пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |