Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Урăх пĕлтерĕшĕсене Çĕнĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.

Çĕнĕ Ахпӳрт
Çĕнĕ Ахпӳрт
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Çĕнĕ Ахпӳрт
Координатсем 55°05′13″ с. ш. 47°41′30″ в. д. / 55.08694° с. ш. 47.69167° в. д. / 55.08694; 47.69167 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°05′13″ с. ш. 47°41′30″ в. д. / 55.08694° с. ш. 47.69167° в. д. / 55.08694; 47.69167 (G) (O) (Я)
Пуçлăх Тукмаков Валентин Петрович
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429353
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 840 001
Официаллă сайчĕ каçă
Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)Раççей çинче
Red pog.png
Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)Чăваш Ен çинче
Red pog.png


Çĕнĕ Ахпӳрт(выр. Новое Ахпердино), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Пăла шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку тĕлте Пăлана Çăкал тата Хулаçырми ятлă шывсем юхса кĕреççĕ. Ял хирĕнче, хĕвелтухăç еннелле кайсан, авалхи чул юпа пур (ăна карта тытса çавăрса тирпейленĕ).

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, "Çеçпĕл" ача-сачĕ, çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă.

Урамĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Аялти Аслă урам- Ленин урамĕ.
  • Çӳлти Аслă урам- Çĕнтерĕве 50 çул урамĕ.
  • Пикшик урамĕ - Карла Маркса урамĕ.
  • Урлă кассем:
  • Çăкал касси
  • Шакки касси - Гагарин касси.
  • Лекeр касси - Кооператив касси.
  • Маюр касси - Чăваш касси.
  • Малти кас- Спорт касси.
  • Шкул касси.
  • Бородовсен касси- Комсомол урамĕ.
  • Петуховсен касси - Ворошилов урамĕ.
  • Каштановсен касси- Николаев космонавт урамĕ.
  • Çĕнĕ кас.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕнĕ Ахпӳрте XVII ĕмĕр вĕçĕнче Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен уйрăлса тухнисем никĕсленĕ.[1]

Тĕрлĕ çулсенче Çĕнĕ Ахпӳртрен хăйĕнчен Пăлакасси тата Козловка ялĕсем уйрăлса тухнă.

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çĕнĕ Ахпӳрт тахçан ĕлĕк пулнă "Шурă çухасем" текен хурахсен ушкăнĕпе паллă. Паллах, кунпа мухтанмаллисемех çук, анчах та çак пулăм хăйне майлă йĕр хăварнă; вăл хальхи ăрăва мĕнле пулмалла марри çинчен вĕрентет. Хурахсем хĕлле сурăх тирĕнчен тунă шурă çухасемлĕ тумтирсемпе çӳренĕ, ят шăпах çавăнтан пырать.

Ушкăна, унпа çыхланнисене каярахпа тытса суд тунă, пысăк сроксем парса хасаланă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Г.Ф.Мулюков. Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Чебоксары, 1983. — С. 9.
  2. ^ Димитриев В.Д. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]