Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Шкулăн малтанхи çурчĕ

Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнче вырнаçнă вăтам шкул.

2003-2004 çулсенче кунта 10 класс, 190 вĕренекен, 20 вĕрентекен пулнă. Шкулăн 10 гектар çĕр, компьютерсем пур. Шкул вулавăшĕнче пурĕ 15 295 кĕнеке упранать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1892 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче чиркӳ çумĕнчи шкул пек уçнă. Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи ачисем вĕреннĕ. Вăл вăхăтра шкул пĕчĕк йывăç пӳртре вырнаçнă пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Курнавăшри чиркӳ псаломщикĕ В.Е. Егоров пулнă.

1900 çулта кунта 44 вĕренекен вĕреннĕ: 37 арçын ача тата 7 хĕрача.

Совет влаçĕн пĕрремĕш çулĕсенче пĕрремеш ступеньлĕ ĕç шкулĕ ĕçленĕ. Кайран унран пуçламăш шкулне йĕркеленĕ. 1931 çултанпа ачасем çĕнĕ тăватă класлă шкулта вĕренме пуçлаççĕ. Шкула И.Я.Яковлев вĕренекенĕ Захаров Фёдор Захарович сĕнĕвĕпе хăпартма пуçланă. Сăмах май каласа хăвармалла, Захаровсен вĕрентӳ стажĕ пурĕ 209 çулпа танлашать.

1934 çулта шкула çичĕ çул вĕренмелли шкул, 1937 çулта вăтам шкул туса хураççĕ. 1975 çулта вĕрентекенсен икĕ хваттерлĕ çуртне хута кертнĕ. 1985 çулта 392 шкул ачи вĕренмелли икĕ хутлă шкула хăпартнă.

Директорсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Филиппов Григорий Филиппович (1936-1938);
  • Плечов Никифор Васильевич (1938-1941);
  • Игнатьев Алексей Григорьевич (1941-1947);
  • Пушкин Александр Сергеевич (1947-1954);
  • Никитин Михаил Павлович (1955-1958);
  • Никитин Петр Матвеевич (1958-1963);
  • Голубев Геннадий Афанасьевич (1963-1965);
  • Воробьев Аркадий Иванович (1965-1966);
  • Федотов Владимир Гурьевич (1967-1971);
  • Герасимов Георгий Николаевич (1971-1973);
  • Сорокина Лидия Александровна (1973-1977);
  • Иванов Андрей Матвеевич (1977-1979);
  • Киселев Анатолий Александрович (1979-1996);
  • Турхан Игорь Алексеевич (1996-2001);
  • Горшков Дмитрий Витальевич (2001 çултанпа).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]