Çĕрпӳ (хула)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çĕрпӳ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çĕрпӳ
выр. Цивильск
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Чăваш Ен
Никĕсленĕ: 1589
Хула, çултан: 1781
Халăх йышĕ, пин çын: 11,2 (1999)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 56° 04'
Геогр. вăрăмлăхĕ: 47° 10'

Çĕрпӳ (выр. Цивильск) — Çĕрпӳ районĕн администраци вырнаçнă хула. Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал пĕрлешнĕ вырăнта, Шупашкартан 37 çухрăмра вырнаçнă. 1999 çул пуçламăшенче 11,2 пин çын пурăннă (1897 — 2,3 пин çын, 1959 — 5,9 пин çын, 1989 — 10 пин). 1589 çулта чăваш ялĕ вырăнĕнче Мускав Патшалăхĕн çар-пуç вырăнне туса хунă. 1781 çулта Çĕрпӳне уес хули статусне панă.

Çĕрпӳрен 8 çухрăмра Шупашкар-Канаш чукун çул иртсе каять.

Çӳр çул каялла кунта вырăссем кăна пурăннă, халĕ вара чăвашсем ытларах. Кунта автобус маршучĕсем иртеççĕ, Шупашкар хулипе çыхăнтараççĕ. Хулара пурăнакансем нумайĕшĕ Шупашкара ĕçе çӳреççĕ.

Çурчĕсем ĕлĕк йывăçран кăна пулнă. Кунта Тихвин монастирĕ тата ... пур.

Хула варринче
Мăн Çавал урлă кĕпер енчен курăнакан Çĕрпӳри хĕрарăм Тихвин мăнастирĕ, 2011 çул

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнренрех Çĕрпӳ историйĕ статьяна вулăр.

Хула ячĕ çар пуçлăхĕ пек куçарăнать. Хулана никĕсленĕ çухне унăн пелтерĕшĕ вырăс мар халăхсене пăхăнтармалли вырăн пек пулнă. Крепость пулнă вăл. Унта салтаксем тăнă. Кремль те пулнă, анчах та ăна 1609 çулта кунти хресченсем çунтарса ярса кĕл тунă. Кайран вара çĕнĕрен ăна туса лартнă. Çирĕп пулнă вăл. Степан Разин ертсе пыракан палхавçăсемпе 1670 çулта ăна илес тесе çапăçнă, анчах илеймен.

Çĕрпӳ ярмăркки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕртме пуçламăшĕнче кунта çулсерен ярмарка иртет. Ярмаркăна çынсем Шупашкартан, Хусантан, Канашран тата ытти хуларан килеççĕ.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"КАЗАНСКАЯ ГУБЕРНИЯ" Ч. 2. ятлă раççей кĕнекире, Риттих Александр Федорович - 41-мĕш страницăра çырнă:

"Çĕрпÿ" с чувашского означает "Сто избы" (Çĕр-Пÿ Ял) , По приказу чувашского старейшины "Пулат" эта деревня была отдана русским войскам откуда и стал городом "Çĕр Пÿ Хула" (Цивильск). У чуваш так же есть слово Пÿрт - Изба.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]