Çатракасси вăтам шкулĕ (Муркаш районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çатракассинчи вăтам шкул
Никĕсленĕ 1901
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес Çатракасси, Муркаш районĕ, Чăваш Ен

Çатракасси вăтам шкулĕ, — Муркаш районĕнче вырнаçнă Çатракасси ялĕнчи вăтам шкул.

2001 çулта пурĕ 15 класс пулнă, 272 ача (вĕсенчен 134 хĕрача) вĕреннĕ, 31 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕрентекенсенчен 27-ĕщĕ аслă пĕлӳллĕскерсем пулнă.

Шкулăн 12 компьютер, автомобиль пур. Шкул хыççăн 9,96 гектар çĕр çирĕплетнĕ. Шкул вулавăшĕнче 11900 кĕнеке упранать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901 çулта Сетой ялĕнче земство училищи уçăлнă. Училище ятарласа лартнă çуртра вырнаçнă пулнă.

1918 çултанпа тăватă класлă пуçламăш шкул пулса тăнă. 1940-мĕш çултанпа тулли мар вăтам шкул шайне кĕртнĕ. 1962 çултанпа сакăр класс вĕренмелли шкул пулса тăнă, 1965 çултанпа вара — вăтам шкул.

1951/1952 çулсенче шкулта 202 вĕренекен вĕреннĕ, 12 вĕрентекен ĕçленĕ. Шкул вулавăшĕнче 962 кĕнеке пулнă. 1963 çулта 293 вĕренекен, 15 вĕрентекен пулнă.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]