Контент патне куҫ

Çитĕннĕ ачасем (фильм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çитĕннĕ ачасем пăхăр.
Взрослые дети
Фильм постерĕ
Жанр камит, драма
Режиссёр Виллен Азаров
Сценари
авторĕ
Валентина Спирина
Тĕп рольсенче Алексей Грибов
Зоя Фёдорова
Лилиана Алешникова
Александр Демьяненко
Всеволод Санаев
Андрей Тутышкин
Геннадий Бортников
Оператор Сергей Зайцев
Владимир Мейбом
Композитор Александр Флярковский
Кинокомпани «Мосфильм»
Тăсăлу 75 мин.
Патшалăх ССРП
Çул 1961
IMDb ID 0055610

«Взрослые дети»Виллен Азаров режиссёр Валентина Спирина сценарипе «Мосфильм» киностудире ӳнерленĕ совет камичĕ.

Анатолий Кузьмич Королёв (Алексей Грибов) пенсие тухать. Арăмĕпе, Татьяна Ивановнăпа (Зоя Фёдорова), мĕн тăвас пирки шухăшлаççĕ. Вĕсен хĕрĕ, Людмила (Лилиана Алешникова) пĕлтермесĕрех киле упăшкана (Игорь — (Александр Демьяненко) илсе килет. Çамрăксем хăйсен килĕ пуличчен, Мускав айăккинче, ютçын хваттерĕнче пурăнмва шутлаççĕ, анчах та ашшĕпе амăшĕ пĕрле пурăнма ӳкĕтлеççĕ.

Людмила, упăшкипе пĕрле, архитекторсен бюровĕнче ĕçлет. Çĕнĕ микрорайона проектлемешкĕн Игорь ертсе пыракан бригадăна хушнă. Çамрăксем кĕçĕн Королсем патĕнче пухăнса ĕмĕчĕсене, перспективăсене тата çурт-йĕр тунă çĕрти йывăрлăхсене сӳтсе яваççĕ. Кĕçех çамрăксен пепке çуралать, ăна вĕсем килтех çитĕнтерме шутлаççĕ.

Ӳнерлекен ушкăн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]