Контент патне куҫ

Çӗнӗ хула (Шупашкар)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çӗнӗ хула
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Чăваш Ен
Никĕсленĕ: 2007
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 17 219 (2024)
Хула лаптăкĕ: 2,570 млн км2
Геогр. анлăхĕ: 56° 07' 30
Геогр. вăрăмлăхĕ: 47° 23' 20

Çӗнӗ хула (выр. Новый город) — Шупашкар хулин Калинин районӗн хӗвелтухӑç пайӗнче, Шупашкарпа Çӗнӗ Шупашкар хулисен хушшинче, вырнаçнӑ микрорайон.

Малтан шутласа хунӑ тӑрӑх, Çӗнӗ хула 30 пине яхӑн çын пурӑнаякан уйрӑм муниципалитет пулса тӑмалла пулнӑ. 2007 çулта унӑн ятлӑ проект пӗтӗм Раççейри çурт-йӗр тӑвас енӗпе территорисене комплексӑ аталантарма палӑртнӑ эксперименталлӑ инвестици проекчӗсем хушшинче çӗнтерӳçӗсенчен пӗри пулса тӑма та пултарнӑ.

Проекта пурнӑçа кӗртмешкӗн вӑл вӑхӑтра ятарласа уçнӑ фирма — «Приволжская градостроительная компания» акционерлӑ уçӑ пӗрлешӳ. Акционерсен шутне Росстрой, Внешторгбанк (ВТБ), Чӑваш Ен Правительстви кӗнӗ.

Чи малтан 2008 çулта 100 пин м², 2009 тата хыççӑнхи çулсенче 250-шар пин м² çурт-йӗр туса пыма шут тытнӑ пулин те (тӗллевӗ — 221,4 гектар çинче вырнаçмалли 1,8 млн м² çурт çӗклесси пулнӑ)[1][2][3], 2009 çул вӗçне 5 пин м² (2 çурт) çеç хута янӑ, тепӗр 10 çурчӗ (31 пин м² яхӑн) тӑвӑнса пынӑ пулнӑ.

Вӑл самантра проект пурнӑçланасси иккӗленӳллӗ пулса тӑнӑ пирки Чӑваш Енри ФСБ управленийӗ «Приволжская градостроительная компания» АУП тӗп директорӗ Владимир Филатов тӗлӗшпе, РФ УК 201 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн («Коммерци организацийӗн пуçлӑхӗ хӑй вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк сарӑп кӳни»), уголовлӑ ӗç пуçарнӑ пулнӑ. Усламçӑна ВТБ банкран кредит мелӗпе илнӗ 293,3 млн ытла укçапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ[4] . Анчах çакӑ, епле пулсан та, Çӗнӗ хулана тӑвас ӗçри синкерлӗ лару-тӑрӑва тӳрлетсе ярайман: 2010 çулхи çӗртме уйӑхӗнче халӑха «Приволжская градостроительная компания» АУП панкрута тухасси пирки пӗлтернӗ [5].

Çӗнӗ хулари ӗç шӑв-шавӗ çӗнӗрен 2012 çултан тин тытӑнайнӑ: виçӗ строительство компанийӗ — «ИСКО-Ч», «Монолитстрой» тата «Инкост»[5] — пуçарнипе ӗç малалла тӑсӑлнӑ, «Чувашгражданпроект» ятлӑ проект институтӗ микрорайона йӗркелес ӗçӗн çӗнӗ планне йышӑннӑ[6]. «ИСКО-Ч» тата «Монолитстрой» компанисем ӗçе малтанхи застройщик туса пӗтермен вунӑ пилӗк хутлӑ çуртран пуçланӑ. Çав вӑхӑтрах, транспорт çыхӑнӑвӗсене аталантарас тӗллевпе, вырӑнти çул-йӗр системине те йӗркелеме тытӑннӑ[7] .

Микрорайон планировки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Микрорайон планировкипе килӗшӳллӗн, «Шупашкар — Çӗнӗ Шупашкар» çул енчи пӗрремӗш линире 9, 16 тата 18 хутлӑ çуртсем вырнаçнӑ. Малалла вара, Атӑла çывхарнӑçемӗн, çуртсен этажӗсен шутне чакарса пыма палӑртнӑ: 9 хутлӑ çуртсенчен пуçласа 5 е 7 хутлӑ çуртсемпе çыран хӗрринчи коттеджсем таран. Проект пысӑк суту-илӳ центрӗсем, суту-илӳ тата офис предприятийӗсем, пушар чаçӗ, нумай функциллӗ центрсем, хӑна çурчӗсем, çӳллӗ офис тата администраци çурчӗсем, шкулсемпе ача сачӗсем, апатлану учрежденийӗсем, аптекӑсем, почта уйрӑмӗсем, лавккасем, кафесем, тухтӑрсен офисӗсем тата сервис предприятийӗсем валли те вырӑн уйӑрнӑ.

Кану вырӑнӗсене тивӗçлӗ тӑвассине пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшаççӗ[6][8].

Хальхи лару-тӑру

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2024 çулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Çӗнӗ хулара 17 219 çын пурӑнать.

2017 çулта «Новоград» ятлӑ ача сачӗ, 2019 çулта тата тепӗр виçӗ ача сачӗ, 2020 çулта 1 600 ача йышӑнма пулатаракан 65-мӗш номерлӗ шкул хута янӑ[9][10][11] .

Хальхи вӑхӑтра микрорайонта пурӑнакансем 26-мӗш тата 33-мӗш номерлӗ автобус маршручӗсемпе çӳрееççӗ, çавӑн пекех кунта 65-мӗш маршрутлӑ автобус çӳрет. 2018 çулта çул-йӗр сетьне çӗнетме пуçласа микрорайона тӳрех çитекен троллейбус линийӗ хывнӑ[12] .

Çӗнӗ хулара почта уйрӑмӗ, пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗ, ача-пӑча диспансерӗн филиалӗ, поликлиника пур[13] . Темиçе лавккапа кафе, барсемпе пиццерисем ӗçлеççӗ, фитнес центрӗ уçнӑ. 2017 çулхи çуркунне йывӑç чиркӳ уçса сӑвапланӑ[14] .

2008 çул — Çӗнӗ хулана тума пуçлани.

2009 çул — малтанхи икӗ çурта хута яни.

2010 çул — «Приволжская градостроительная компания» АУП панкрута тухни, строительствӑна «шӑнтса лартни».

2012 çул — «ИСКО-Ч» тата «Монолитстрой» строительство компанийӗсем пуçарнипе микрорайона çӗнӗрен тума тытӑнни.

2015 çул — ача сачӗ тума тытӑнни.

2016 çул — транспорт çавра çулне, çуран çӳрекенсен тӗп бульварне тата 6-мӗш бульвара туни, микрорайонӑн пӗрремӗш линине тума пуçлани.

2017 çул — ача сачӗ хута кайни, çуран çӳрекенсен 12-мӗш бульварне тата Шупашкарти пӗрремӗш инклюзивлӑ ача-пӑча лапамне туни, почта уйрӑмӗпе поликлиника уçӑлни[15].

2018 çул — Атӑлçи тӑрӑхӗнчи чи пысӑк бетон скейтпаркӗ уçни [16] [17], Чӑваш Енри пӗрремӗш «машинӑсӑр картиш» ӗçлеме тытӑнни[18] .

2019 çул — виçӗ çӗнӗ ача сачӗ уçӑлни, 3-мӗш троллейбус çӳре пуçлани.

2020 çул — 20-мӗш троллейбус çӳре пуçлани, 65-мӗш шкул пӗрремӗш вӗренекенсене йышӑнни.

2023 çул — Çӗнӗ хуларан Атӑла анмалли çула тума тытӑнни.

2024 çул — нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Çӗрпӳ хулинче иртнӗ Раççей Президенчӗ Владимир Путинпа Чӑваш Ен пуçлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулӑвӗнче микрорайонта çӗнӗ шкул уçас ыйтӑва хускатни[19].

  • Прокопьев урамӗ (патшалӑх тата парти ӗçченӗ, Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И. П. Прокопьев (1926 — 2017) ячӗпе);
  • Шупашкар проспекчӗ (Чӑваш Республикин тӗп хулине хисеплесе ят панӑ);
  • Токарев урамӗ (чӑваш композиторӗ, мусӑкçи, «Сарпике» балет тата ытти хайлавсен авторӗ А. М. Токарев (1918 — 1997) ячӗпе);
  • Андреев профессор урамӗ (чăваш чĕлхи тĕпчевçи тата филологи ăслăлӑхĕсен тухтăрĕ И. А. Андреев (1928 — 2011) ячӗпе);
  • Çӗнӗ хула урамӗ (микрорайон ячӗпе);
  • Старт урамӗ (пуçласа тунӑ пӗрремӗш урам пулнишӗн çапла ят илнӗ);
  • Галкин урамӗ (Шупашкар хулинче çуралса ӳснӗ мусӑкçӑ (валторнист), Раççей Федерацийӗн халӑх артисчӗ В. А. Галкин (1947 — 2004) ячӗпе);
  • Игумнов урамӗ (патшалӑх тата муниципалитет ӗçченӗ, Шупашкар хулин администрацийӗн пуçлӑхӗ пулнӑ А. А. Игумнов (1946 — 2020) ячӗпе);
  • Ефимов поэт урамӗ (Г. А. Ефимов (1928 — 2005) чӑваш халӑх поэчӗ ячӗпе);
  • Павлов ӳнерçӗ урамӗ (чӑваш халӑх художникӗ П. В. Павлов (1937 — 2010) ячӗпе).
  • 26 тата 33-мӗш автобуссем;
  • 3 тата 20-мӗш троллейбуссем;
  • 65-мӗш маршрут таксийӗ.

Асӑрхаттарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ На Волге построят новый город. Klerk.ru (2006-10-11). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  2. ^ Президент Чувашии Николай Федоров обсудил с представителями ВТБ вопросы строительства "Нового города".. Федеральное БТИ (2010-18-01). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  3. ^ Николай Федоров готовится обсудить с Дмитрием Медведевым "Новый город". Regnum (2008-10-07). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  4. ^ "Новый город" в Чувашии будет строить третий директор ПГК. Regnum (2009-09-17). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  5. ^ 1 тата 2 Жильцам размороженное. Коммерсантъ (2012-04-26). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «NewTown» определено несколько раз для различного содержимого
  6. ^ 1 тата 2 У "Нового города" в Чувашии - новая концепция застройки (2012-06-05). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «Plan» определено несколько раз для различного содержимого
  7. ^ Дорогу к Новому городу откроют уже в конце этой недели (2012-12-03). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  8. ^ АО "ИСКО-Ч" Объекты строительства. Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  9. ^ Этим летом в Чебоксарах откроют четыре новых детских сада, НА-СВЯЗИ.ru (2017-06-14). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  10. ^ С открытием детского сада жители Нового города поздравляли друг друга как с праздником (2017-06-28). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  11. ^ В Чебоксарах проинспектирован ход строительства детских садов, Чебоксары.ру (2018-11-22). Тĕрĕсленĕ 22 Чӳк уйӑхӗн 2018.
  12. ^ В 2018 году планируют построить два садика и три дороги, НА-СВЯЗИ.ru (2017-08-28). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  13. ^ В Новом городе открывают поликлинику и аптеку, НА-СВЯЗИ.ru (2017-08-17). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  14. ^ Построенный за три месяца храм в Новом городе освятили, НА-СВЯЗИ.ru (2017-04-10). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  15. ^ В Чебоксарах при поддержке Сбербанка открылась первая инклюзивная площадка «Изумрудный город» (2017-08-21). Тĕрĕсленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2017.
  16. ^ В Чебоксарах открыли крупнейший в Приволжье бетонный скейт-парк (2018-07-24). Тĕрĕсленĕ 22 Чӳк уйӑхӗн 2018.
  17. ^ В Новом городе откроется самый крупный в Поволжье скейт-парк (2018-07-21). Тĕрĕсленĕ 22 Чӳк уйӑхӗн 2018.
  18. ^ В Новом городе начался сбор подписей за проект «Двор без машин» (2018-07-27). Тĕрĕсленĕ 22 Чӳк уйӑхӗн 2018.
  19. ^ Подслушано, Новый город - Чебоксары {{{пуçелĕк}}}.