Çӳллĕ шайри домен
Курӑнакан калӑплав
Çӳлти домен шайĕ, — доменăн пăнчăпа уйăрнă сăмахĕсен юлашки сăмахĕн ячĕ. Кĕскен ÇДШ (вырăс. ДВУ, акăл. TLD). Домен ячĕсем валли çулти е аялти регистĕрпа çырни пĕр пек шутланать.
Çулти домен шайĕсене тытса тăракан организаци ICANN (Internet Corporation for Assigned Names and Numbers) ятлă. ÇДШ ДНС протоколпа çирĕплĕн çыхăннă. ДНС тăрăх домен ятĕнчен унăн IP адресне тупаççĕ.
ÇДШ икĕ класса пайлама пулать. Пĕрремĕшĕнче пĕтĕмĕшле евĕрлисем (виçĕ е ытла саспаллирен тăраççĕ), иккĕмĕшĕнче — патшалăх доменĕсем. Патшалăх доменĕсене икĕ сас паллипе палăртаççĕ. Çав кода ISO 3166 стандарт тăрăх параççĕ.
Пĕтĕмĕшле евĕр доменсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- .aero — авиаци валли
- .biz — коммерци организацисем валли
- .com — коммерци организацисем валли
- .coop — кооперативсем
- .edu — вĕренӳ учреждениĕсем
- .info — хыпар (информаци) ресурсĕсем
- .int
- .museum — музейсем
- .name
- .net
- .org — коммерципе çыхăнман организацисем валли
- .pro — сертификатлă профессионалсем тата ун евĕрлисем валли