Автомагистраль
Курӑнакан калӑплав
(Автомобиль çулĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Автомагистраль — транспорт куçмалли ятарласа тунă çул.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш автомагистрале (автострадăна) 1924 çулта Италин çурçĕрĕнче, Миланпа Варезе çыхăнтаракан хушăна (тăршшĕ 85 çм) тунă. 1939 çул тĕлне 500 çм яхăн автомагистральсене хута янă.
Германире автобансен тăршшĕ 1942 çул тĕлне 2100 çм яхăн шутланнă.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн автомагистральсене Франципе Аслă Британире тума тытăннă. АПШ-ра та хăварт çулсене хастар туса пынă, 1974 çул тĕлне хăвăрт автомагистралĕсен пĕтĕмĕшле тасăлăвĕ 70 800 çм çитнĕ.
Автомобиль çулĕсен классификацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Европа маршручĕсем — пĕрлĕх европăн транспорт системин пайĕ, E префиксĕ тата номер, хăш чух федераллă автомагистралĕсен татăкĕсемпе пĕр пекех пулать.
- Раççей федераллă автомагистралĕсем — вĕсен M префикс тата номер, федераллă бюджетран укçалаççĕ.
- Регион шайĕнчи автомобиль çулĕсем — A префиксĕ номер, федераци субъекчĕн бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ.
- Муниципалитетсем хушшинчи шайри автомобиль çулĕсем — P префиксĕ тата номер, муниципалитет бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ.
- Вырăнти шайри ытти çулсем —H префиксĕ тата номерĕ.
Автомобиль çулĕсен техникăллă классификацине ГОСТ Р 52398-2005 ăнлантарса пĕлтерет.
СНиП 2.05.02-85 «Автомобиль çулĕсем» автоçулсене пилĕк категорине пайлаççĕ.[1].
Категори | Шутласа хунă хăвăртлăх, км/сех | Тӳрем мар вырăнта | Сăрт-ту вырăнĕнче | Ярăмсен шучĕсем | Ярăм анлăшĕ,м |
---|---|---|---|---|---|
I-а (автомагистраль) | 150 | 120 | 80 | 4, 6, 8 | 3,75 |
I-б (Хăвăрт çул) | 120 | 100 | 60 | 4, 6, 8 | 3,75 |
II | 120 | 100 | 60 | 2 | 3,75 |
III | 100 | 80 | 50 | 2 | 3,5 |
IV | 80 | 60 | 40 | 2 | 3 |
V | 60 | 40 | 30 | 1 | — |
- автомагистраль,
- Хăвăрт çул,
- ахаль тĕсĕллĕ çул (хăвăрт мар çул).
Официаллă ăнлантаркăчсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕнчери права акчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- n.i ст.1 гл.1 Конвенции о дорожном движении (Вена, 8.11.1968).
РФ права акчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- П.1.2 Правил дорожного движения РФ (утв. постановлением СМ РФ от 23.10.1993 № 1090.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мускав ункăллă автомобиль çулĕ
- Санкт-Петербург ункăллă автомобиль çулĕ
- Германи автомагистралĕсем
- Çул пăкки
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ СНиП 2.05.02-85 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Б.б.Г. → Большая библиотека ГОСТов.
- RU.AUTOSTOP FAQ: маркировка трасс
- ГОСТ Р 52290-2004: Çул паллисем. Пĕрлехи техника кирлĕлĕхсем.
Ку автомобиль çулĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |