Акивер Фёдор Георгиевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Агивер Фёдор Георгьевич ҫинчен куҫарнӑ)
Фёдор Агивер
Çуралнă чухнехи ят: Коновалов Фёдор Георгиевич
Çуралнă вăхăт: 1943, кăрлач, 2
Çуралнă вырăн: Нĕркеç ялĕ, Комсомольски районĕ Чăваш АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçĕ, драматургĕ, тăлмачĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Агивер Фёдор Георгиевич (Хветĕр Акивер, чăн хушамачĕ Коновалов), — сăвăç, прозаик, драматург, куçаруçă. 1943 çулхи кăрлачăн 2 Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралнă.

1976 çултанпа СССРан ÇП пайташĕ. 1992 çулта Чăваш Енĕн исскуствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ.2005 çултан "Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ "Хурăнташ" ертӳçи[1][2].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш патшалăх педагогика институтне веренсе петернĕ. Çавăн пекех Мускаври Аслă литература курсĕсенче, Мускаври социаллă инчтитучĕн Шупашкарти филиалĕнчи юридици факультетĕнче вĕреннĕ.

«Ялав», «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсен редакциĕнсенче ĕçленĕ. Чăваш Енĕн ÇП правлениĕн председателĕ пулнă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Ешĕл хум» (сăвăсен пуххи, 1970);
  • «Çапса çумăр çăвать» (повестьсемпе калавсен пуххи, 1974);
  • «Юр хĕвет» (1976);
  • «Юрату сăмсахĕ» (1977);
  • «Сар ачапа сарă хĕр» (1980);
  • «Юратупа çăкăр» (пьеса, 1990);
  • тата ыттисем.

Вырăсла çак кĕнекесем тухнă:

  • «Цвет черёмуховый» (1982);
  • «Утро журавлиное» (1985).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Агивер, Х. «Алла çитнине сиссе те юлаймарăм...» / Х. Агивер // Тăван Атăл. – 1992. – № 11–12. – С. 44–45.
  • Айдаш, Ю. Кун–çулан анлă тĕкĕрĕ / Ю. Айдаш // Тăван Атăл. – 2006. – № 4. – С. 2–3.
  • Александров, С. Хветĕр Агивер прозинчи психологизм / С. Александров // Тăван Атăл. – 1985. – № 6. – С. 67–68.
  • Ставский, М. Хветĕр Агиверĕн илемлĕх тĕнчи / М. Ставский // Григорьев, Н. Сăмах вăйне туйса / Н. Григорьев, М. Ставский. – Шупашкар, 1993. – С. 165–182.
  • Станьял, В. П. Сарӑмлӑ тата сарӑмсӑр пурнӑҫ : [Хветӗр Агивер пултарулӑхне тишкерни] / Виталий Станьял // Хыпар. – 2010. – 24 пуш. – С. 3. – (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  • Федоров, Г. И. Хветĕр Агиверĕн психологизмĕ пирки : (эстетика тата поэтика ыйтăвĕсем) / Г. И. Федоров // Хальхи чăваш литератури : илемлĕ ăсталăх ыйтăвĕсем. – Шупашкар, 1990. – С. 31–63.
  • Хветӗр Агивер: [1942 ҫ] : [кӗске биографийӗ пур] // Ялав. – 1977. – № 7. – С. 8.
  • Яковлев, Ю. В. Хальхи чăваш литературинчи синкер тĕнчетуйăмăн хăшпĕр тĕсĕсем / Ю. В. Яковлев // Хальхи чăваш литератури: илемлĕ ăсталăх ыйтăвĕсем.– Шупашкар, 1990.– С. 14–20.
  • Афанасьев, П. Агивер Хведер (Агивер Федор Георгиевич) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 7–8.
  • Герасимов, И. Агивер – это фамилия, а не псевдоним / И. Герасимов // Совет. Чувашия. – 1997. – 7 окт.
  • Григорьев, В. Я. Коновалов (Агивер) Федор Георгиевич / В. Я. Григорьев // Энциклопедия Комсомольского района. – Чебоксары, 2009. – С. 299.
  • Коновалов (Агивер) Федор Георгиевич // Современная политическая история России (1985–1998 годы). – М., 1999. – Т. 2. Лица России. – С. 395.
  • Ставский, М. Исповедь писателя / М. Ставский // Совет. Чувашия. – 1993. – 6 янв.
  • Федоров, Г. И. Агивер (Коновалов) Федор Георгиевич / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 26.
  • Ялгир, П. Агивер (Коновалов) Федор Георгиевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 6.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]