Алкидамант
Алкидамант | |
Ἀλκιδάμας | |
Çуралнă вăхăт: | п. эрч. V ĕмĕр |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Элея, Бергама, Измир, Турци |
Çуралнă вăхăт: | п. эрч. IV ĕмĕр |
Тĕлĕ: | Софистсем |
Алкидамант (ав.гр. Ἀλκιδάμας; п. эрч. IV ĕм.) — авалхи грексен философĕ-софисчĕ тата ритор.
Элайре çуралнă, Горгий патĕнче вĕреннĕ те унăн шухăшĕсене малалла тăсса пынă, Афинăра вĕрентнĕ. Исократпа пĕр вăхăтра пурăннă, унăн оппоненчĕ пулнă.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи вăхăта Алкидамантăн икĕ калани çитнĕ: Исократа хирĕç пулса софистсем пирки, тата Тройăна хупăрланă чухне Паламед сутăнчăк пулнă тесе айăпланă Одиссея.
Алкидамантпа килĕшӳллĕ, ораторăн çӳллĕ тĕллевĕ хатĕрленмесĕрех кашни итлекене калаçусемпе ĕнентерме пултарни шутланать. Аристотель унăн хайланисене стилĕ помпезăллă тата поэтикăри эпитетсене экстравагантла усă курнăшăн тата кăткăс метафорăсене критикăланă.[1]
Унăн урăх хайланисем фрагментсемпе çеç упранса юлнă е вĕсен пуçелĕкĕсем кăна паллă: Мессенре калаçни мессинсене хӳтĕлет тата «çутçанталăкран пурĕ те ирĕклĕ» шухăша палăртать; Вилĕм панегерикĕ — этем чун асапланни пирки шухăшлавлани пирки; Техника е риторика ӳнерĕ пирки ертӳлĕх; Мусейон ăшĕнче Гомерпе Гесиод ăмăртни пирки калав пур.
Алкидамант каланипе “Турă пурне те ирĕклĕ тунă, çутçанталăк никама та чура туман”[2], "саккунсем, патшалăхсен влаç тытăмçисем".[3]
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Аристотель, Риторика, III, 3
- ^ ГЛАВА 2 ИСТОРИЯ СОЦИАЛЬНОЙ ФИЛОСОФИИ.
- ^ Аристотель Риторика.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Античная философия: Энциклопедический словарь. М., 2008. С.148-150. Шаблон:ISBN с опечаткой
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алкидамант // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Various articles on Alcidamas — статьи об Алкидаманте (акăлч.)
- Alcidamas.Biographisch-Bibliographisches Kirchenlexikon — список дополнительной литературы об Алкидаманте (ним.)
![]() |
Ку философ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |