Контент патне куҫ

Альмавива

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Альмавива — XIX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсенче популярлă, пĕтĕм кĕлеткене хуплакан çанăсăр сарлака испан арçын плащĕ. Ятне «Севиль цирюльникĕ» камитри персонажĕнне панă.

Унăн тăршшĕ модăран килнĕ. 1830 çулта питĕ вăрăм пулнă — ура тупанне çитиех, 1840-мĕш çулсенче вара аран-аран чĕркуççи таран çитнĕ, XIX ĕмĕрĕн варринелле арçынсен уртса ямалли çеç пулнă. XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен тĕлнелле модăран тухса ӳкнĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]