Ал тутри
Курӑнакан калӑплав

Ал тутри. Музейри тата куравсенчи экспонат, упранакан уйрăм пĕрчĕ. Ку ал тутри çураçнă хĕрĕн шутланать. «Николай Катанов: хĕвелтухăç еннелли çул» куравра кăтартнă. Тутарсттан наци музейĕ. 4, Oктябрь, 2022

Ал тутри, чăваш хĕрарăмĕн е хĕрĕн уяв тумĕн аксессуарĕ. Унпа, сăмахран, ташланă е юрланă чухне алла тытса сулкалама пулать.
Кулленхи пурнăçоа (чăн малтанах, уявсенче) пиçихи çумне е урăхла майпа хĕстерсе хураççĕ[1].
Мĕнпе пăтраштармалла мар?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ан пăтраштарăр Сăмса тутрипе.
Ан пăтраштарăр Кĕрӳ тутрипе.
Ан пăтраштарăр Алшăл тутрипе[2].
Сăвă[3]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алла тытман шур ал тутри –
- Савнийĕм пурччĕ ман.
- Çума çыхман çут пиçиххи –
- Савнийĕм пурччĕ ман,
- Йĕке кĕмен йĕкĕрĕлче –
- Савнийĕм пурччĕ ман.
- Пĕр тăхăнман çĕн çĕрĕччĕ –
- Савнийĕм пурччĕ ман,
- Çип витермен ахах пĕрчи –
- Савнийĕм пурччĕ ман.
- Хăлха тирмен алка ĕнчи –
- Савнийĕм пурччĕ ман.
- Мăя çакман тарай çуха –
- Савнийĕм пурччĕ ман,
- Пуçра пулман мерчен тухья
- Савнийĕм пурччĕ ман,
- Сĕркĕчлемен çĕн купăс пек
- Савнийĕм пурччĕ ман,
- Тута тивмен шăхличĕ пек
- Савнийĕм пурччĕ ман.
- Шур тутăрăм хуралчĕ-çке,
- Пиççи лекмерĕ пилĕке,
- Йĕкĕрĕлчем ман катăлчĕ,
- Ман кĕмĕл çĕррĕм татăлчĕ,
- Ахах пĕрчи çухалчĕ-çке,
- Алка ĕнчи ванайрĕ-çке,
- Тарай çухамçăм тăпăлчĕ.
- Тухья мерченĕ тăкăнчĕ.
- Çĕн купăс çĕмĕрĕлчĕ-çке.
- Шăхличĕм питĕрĕнчĕ-çке…
- Пуянччĕ эп Пÿлĕхçĕрен,
- Халь чухăн эп кĕлĕмçĕрен!