Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă
Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă, — 1846-1848 çулсем хушшинчи АПШпа Мексика хушшинчи вăрçă. Мексикăра ку вăрçăна Çурçĕр Америкăн интервенцийĕ (çавăн пекех 47-мĕш çулхи вăрçă) теççĕ.
АПШ Техаса аннексиленĕ хыççăн Мексикăпа АПШ Техасшăн хирĕçме пуçланă. Мексика Техаса çухатнипе килĕшмен, ăна каялла тавăрассишĕн кĕрĕшме пуçланă, хăй Техаса вара пăлхавлă провинци шутне кĕртнĕ. Вăрçăн тĕп сăлтавĕсем çаксем пулнă: хĕвеланăç енелле нумай американсем куçма пуçлани, Мексикăри политикă арпăшăвĕ тата Мексика ирĕклĕхĕшĕн вăрçи пĕтнĕ хыççăн Мексика правительстви аякри çурçĕр çĕрĕнчи ĕçсене ертсе пымашкăн вăй çухатни. Техасра пурăнаканнисем ку вăрçăпа килĕшнĕ. АПШра ку вăрçăпа демократсем ытларахăшĕ кирешнĕ, вигсен ытларахăшĕ вара килĕшмен. Мексикăра ку вăрçăна нацин мăнаçлăхĕшĕн çапăçу вырăнне кĕртнĕ.
Нумайăшĕ ку вăрçă урлă АПШ Мексика çĕрĕсене туртса илсе хăйсен ирĕкпе демократине сармалли ятарлă миссине пурнăçа кĕртмешкĕн усă курнă тесе шутлаççĕ.
Вăрçă хыççăнхи пĕтĕмленӳсене пăхсан çакă курăнать: АПШна Мексикăн Тури Калифорни тата Çĕнĕ Мексика çĕрĕсем куçнă (вăл çĕрсем çинче халĕ Калифорни, Нью-Мексико, Аризона, Невада тата Юта штачĕсем вырнаçнă). Вăрçă хыççăн американ политиксем темиçе çул хушши канашланă хыççăн 1850-мĕш çулхи компромиса йышăннă. Ун тăрăх Калифорни çеç раблăхран ирĕклĕ юлнă. Мексика вара вăрçă хыççăн урăх çĕрсене çухатас мар тесе çурçĕр çĕрсен колони политикипе ĕçлеме пуçланă.