Амира Виллигхаген

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Амира Виллигхаген
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Амира Виллигхаген
Çуралнă вăхăт 2004 çулхи Пуш, 27
Çуралнă вырăн Неймеген хули, Голланди
Патшалăх НидерландсемFlag of the Netherlands.svg Нидерландсем Голланди
Жанрсем опера

Амира Виллигхаген (гол. Amira Willighagen)  — голланди харпăрхăй вĕреннĕ юрăçи. 2004 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Голландири Неймеген хулинче çуралнă. Holland’s Got Talent пултарулăх куравĕнче çĕнтерсе пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă. 2014 çулхи çурхи тата çуллахи вăхăтра Кăнтăр Африка Республикиинче тата АПШче гастрольсенче юрланă. Аргентина,Германи, Австри çĕршывĕсенче тĕрлĕрен концертсемпе инçекурăм кăтартăвĕсенче хутшăннă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2014 çулта «кĕвĕ тата юрă ăсталĕн çӳллĕ шайĕнчи çитĕнӳсемшĕн» Амира Виллигхаген Ватиканăн халăхсен хушшинчи Джузеппе Шакка ячĕллĕ парнине илме тивĕçнĕ.

Тупăшĕн çуррине Амира Виллигхаген ырă ĕçлĕхе валеçсе тăкаклать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]