Контент патне куҫ

Андижан вилоячӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Андижан вилоячӗ
узб. Andijon viloyati / Aндижон вилояти
Патшалӑх Узбекистан ялавĕ Узбекистан
Администраци центрӗ Андижан хули
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1941 ҫ. пушӑн 6
Вилоят хокимӗ Абдурахманов Шухратбек
Официаллӑ чӗлхе Узбек чӗлхи
Пурӑнан халӑх (2024)
3 394 000[1] ҫын (4-мĕш вырăн
Йышлӑх 800 çын/ҫм² (2-мĕш вырăн)
Наци йышӗ узбексем, уйгурсем, кӑркӑссем, вырӑссем, корейсем, тутарсем, пушкӑртсем
Конфесси йышӗ мӑсӑльманлӑх-суннӑҫӑлӑх
Лаптӑк 4268 çм² (13-мĕш вырăн)
Андижан вилоячӗ карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ UTC+5
Аббревиатура UZ-AN
ISO 3166-2 кочӗ UZ-AN
Сайчĕ

Андижан вилоячӗ (Андижан облаҫӗ, узб. Andijon viloyati / Aндижон вилояти) — Узбекистанти администрациллӗ-территориллӗ виҫе, вилоят. Фергана айлӑмӗн тухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Лаптӑк — 4,27 пин ҫм². Халӑх йышӗ — 3 461 000 ҫын (2025 ҫ. пушӑн 26-мӗшӗнчи пӗлӗмпе). Администрациллӗ центр — Андижан хули.

1941 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ССРП Мӑн Канашӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх Фергана вилоятӗнчен уйӑрса, Узбек ССР-н йышӗнче Андижан вилоячӗ йӗркеленӗ. Кунчченхи вӑхӑтра, 1926—1930 ҫулсенче ку ҫӗрте Андижан округӗ пулнӑ.

Малтан вилоята Аим, Алтынкуль, Андижан, Балыкчи, Ворошиловск, Джалакудук, Избаскан, Ленинск, Мархамат, Пахтаабад, Сталино, Ходжаабад районӗсем тата вилоят пӗлтершлӗ хуласем Андижан тата Ленинск кӗнӗ.

1943 ҫулта Халдыванбек, Чинабад районӗсем, 1950 ҫулта Боз районӗ, 1953 ҫулта Булакбаши, Кургантепа, Мускав районӗсем йӗркеленӗ.

1959 ҫулта Мускав районне пӑрахӑҫланӑ.

1960 ҫулта Наманган вилоятне пӑрахӑҫланӑран Андижан вилоячӗн йышне малалла районсем тата хула кӗртнӗ: Наманган, Нарын, Уйчи, Учкурган, Янгикурган районӗсем тата Наманган хули.

1961 ҫулта Ворошиловск районне Ильчёвск районӗ ят панӑ, Сталино районне вара Московский районӗ ят панӑ. Фергана вилоятӗнчен Андижан вилоячӗн йышне Касансай, Туракурган, Чуст районӗсем панӑ.

1962 ҫулхи раштавра малалла районсене пӑрахӑҫланӑ: Аим, Алтынкуль, Боз, Булакбаши, Джалакудук, Ильчёвск, Касансай, Ленинск, Нарын, Пахтаабад, Туракурган, Уйчи, Халдыванбек, Чинабад районӗсем.

1964 ҫулта Боз тата Задарья районӗсем йӗркеленӗ. 1965 ҫулта Мархамат районне Ленинск районӗ ят панӑ.

1967 ҫулта Уйчи районӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал тӗпре йӗркеленӗ Наманган вилоячӗн йышне малалла районсем тата хула кӗртнӗ: Задарья, Наманган, Уйчи, Учкурган, Чуст, Янгикурган районӗсем тата Наманган хули.

1970 ҫулта Мархамат, Пахтаабад районӗсем, 1973 ҫулта — Джалакудук, Комсомолабад районӗсем, 1978 ҫутла — Алтынкуль районӗ йӗркеленӗ. 1972 ҫулта Советабад хули, 1974 ҫулта — Шахрихан вилоят пӗлтершлӗ статус илнӗ.

1992 ҫулта Булакбаши районӗ йӗркеленӗ.

2003 вилоята Амир Тимур орденӗпе чысланӑ[2].

2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Андижанта пӑлхав пулнӑ.

Вилоят лаптӑкӗ — 4240 ҫм². Вилоят Кӑркӑсстанпа тата Фергана, Наманган вилоячӗсемпе чикӗленет. Тухӑҫран (Андижан ГЭС) анӑҫалла (вӑрӑмӑш — 150 ҫм яхӑн) вилоят урлӑ юхакан чи тӗп юханшыв — Карадарья, унтан Нарынпа пӗрлешет те Сырдарья юханшывне йӗркеленет. 20 ҫм яхӑн Сырдарьян вӑрри Наманганпа Андижан вилоячӗсем хушшинче юхса вӗсене пайлать. Андижан вилоячӗн ҫурҫӗрӗнче Тентяксай юханшывӗ (регион урлӑ вӑрӑмӑш — 40 ҫм яхӑн) тата Андижансай (вӑрӑмӑш — 80 ҫм), Шахрихансай, Аслӑ Андижан каналӗ, Аслӑ Фергана каналӗ, Кӑнтӑр Фергаан каналӗ юхаҫҫӗ.

Вилоятӑн анӑҫ пайӗ — тӳремлӗх, тухӑҫ пайӗ вара — Алайпа Фергана ту хырҫисен ҫумӗ.

Алайпа Фергана ту хырҫисене пула Фергана айлӑмӗ сивӗ ҫилсенчен сыхланӑ. Хӗллехи вӑхӑтра ҫанталӑк — йӗркеллӗ, пӗтӗмпе Вӑтам Азири урӑхлӑрах пулма пултарать. Хӗл — ӑшӑ (3,5 °C таран), ҫу — шӑрӑх (37 °C таран).

Вилоят халӑх йышӗ 3 338 200 ҫын (2023 ҫ. акан 1). Вӗсенчен хулара 1 742 500 ҫын пурӑнать, ял пурӑнан вырӑнӗнче 1 595 700 ҫын пурӑнать. Лаптӑкпа, Убекистан вилоячӗенчен Андижан вилоячӗ чи пӗчӗк, анчах халӑх йышӗпе пӑхсан — вӑл чи пысӑк. Андижан вилоячӗнче Узекистанӑн халӑх йышӗн 10% яхӑн пурӑнать, анчах вӑл патшалӑхӑн лаптӑкӗн 1% кӑна.

Чи пысӑк халӑх — узбексем. Вилоятра андижан кӑркӑсӗ, вырӑс, украин, эрмен, тутар, белорус, пушкӑрт тата корей диаспорӗ пур.

Узбекистан Республикин Министрсен кабинетӗнчи Халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусемпе ют ҫӗршывсемпе туслӑ ҫыхӑнусен комитечӗн официаллӑ сайтӗнчи кӑларнӑ Андижан вилоятӗнчи наци сахалрахӑшӗсем ҫинчен пӗлӗмсем тӑрӑх:

  • эрменсем — 314 ҫын.
  • кӑркӑссем (андижан кӑркӑсӗсем) — 400 пин яхӑн ҫын.
  • корейсем — 2 979 ҫын.
  • вырӑссем — 18 987 ҫын.

Администрациллӗ-территориллӗ пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Андижан вилоячӗн администрациллӗ-территориллӗ пайланӑвӗ:
1 Андижан районӗ,
2 Асака районӗ,
3 Балыкчи районӗ,
5 Булакбаши районӗ,
4 Бустан районӗ,
6 Избаскан район,
7 Джалакудук районӗ,
8 Ходжаабад районӗ,
9 Кургантепа районӗ,
10 Мархамат районӗ,
11 Алтынкуль районӗ,
12 Пахтаабад районӗ,
13 Шахрихан районӗ,
14 Улугнор районӗ.

Вилоят йышне 14 район (туман) кӗрет.

Район (хула)Халӑх йышӗ
(пӗтӗмпе),
2020.01.01-мӗшӗнче
ҫын[3]
Хулари
хылӑх йышӗ,
2020.01.01-мӗшӗнче
ҫын[3]
Ялти
хлӑх йышӗ,
2020.01.01-мӗшӗнче
ҫын[3]
Андижан (хула)441 713441 713-
Ханабад (хула)42 50735 6156 892
Алтынкуль районӗ176 66593 05583 610
Андижан районӗ261 796200 95160 845
Асака районӗ325 72998 646227 083
Балыкчи районӗ199 32567 814131 511
Бустан районӗ71 65525 08146 854
Булакбаши районӗ141 90569 04572 860
Джалакудук районӗ184 83477 358107 476
Избаскан районӗ236 40175 835160 566
Кургантепа районӗ214 83291 796123 036
Мархамат районӗ172 116135 81436 302
Пахтаабад районӗ191 68670 359121 327
Улугнор районӗ59 3226 06553 257
Ходжаабад районӗ109 48145 88963 592
Шахрихан районӗ297 64298 711198 931
Андижан вилоячӗ (пӗтӗмпе):3 127 6831 626 3951 501 288

Администрациллӗ центр Андижан — вилоятри чи пысӑк хула (441 700 ҫын). Кургантепа районӗ ҫӗрӗнче Кӑркӑсстанӑн Барак анклавӗ вырнаҫнӑ.

Вилоят йышӗнче — 11 хула (вӗсенчен вилоят пӗлтерӗшлӗ 2 хула), 79 хула посёлокӗ тата 455 ят пурӑнан вырӑн.

11 хула (2017 ҫ. кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчи пӗлӗм тӑрӑх, администрациллӗ пӑхӑнакан пурӑнан вырӑнсемсӗр)[3]:

  1. Андижан — 441 713 ҫын;
  2. Асака (1924 ҫулччен — Зеленск, 1991 ҫулччен — Ленинск) — 65 315 ҫын;
  3. Джалакудук ( 2015 ҫулччен — Ахунбабаев) — 24 779 ҫын;
  4. Карасу (1991 ҫулччен — Ильчёвск) — 34 346 ҫын;
  5. Кургантепа (1970 ҫулччен — Кыргызтепа) — 32 302 ҫын;
  6. Мархамат (1985 ҫулччен — Русское Село хепӗ) — 14 374 ҫын;
  7. Пайтуг — 27 183 ҫын;
  8. Пахтаабад — 35 543 ҫын;
  9. Ханабад (1991 ҫулччен — Советабад) — 28 131 ҫын;
  10. Ходжаабад — 20 830 ҫын;
  11. Шахрихан (1985 ҫулччен — Московский хепӗ) — 75 539 ҫын.

79 хула посёлокӗ:

Ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ шутне нефть, ҫутҫанталӑк газӗ, озокерит тата акшар чулӗ кӗреҫҫӗ. Кунта Андижан, Палванташ, Кӑнтӑр Аламыш, Хартум, Бустан, Ходжаусман нефтьпе газ тытнисем вырнаҫнӑ.

Ӑшӑ ҫанталӑк ҫӗр мамӑкӗ тата субтропикри культурӑсене ӳстерме, пурҫӑн тата кавӑн пахчи ӳстернине аталантарма май парать. Ял хуҫалӑхӗнче чи аталаннӑ отрасльсем — мамӑк, ҫӑмка ҫитӗнтерни, ҫӳҫен культурисене ӳстерни, пахча ҫимӗҫ ӗрчетни тата иҫӗм ҫырлине ӳстерни.

Чи аталаннӑ отрасльсем шутне ҫӗр айӗнчи усаллисен кӑларни, нефтьпе газ тытни, туниллӗ индустри тата пир-авӑр промышленноҫӗ кӗреҫҫӗ.

Асакара Вӑтам Азири пӗрремӗш автомобиль савучӗ тунӑран Узбекистанти автомобиль туни аталаннӑ. Ӑна тума кӑнтӑр корей компанийӗ (Daewoo) питӗ пулӑшнӑ.

Вилоятри чукунҫул вӑрӑмӑшӗ — 226,8 ҫм. Вилоят урлӑ Ангрен — Пап — Андижан чукун ҫул ларать, вӑл Фергана айлӑмне Ташкент вилоячӗпе пӗрлештерет[4].

Чукунҫул линийӗсем: Андижан — Маргилан (Фергана), Андижан — Наманган, Андижан-Ханабад, Андижан — Таш-Кумыр (Кӑркӑсстан), Андижан — Джалал-Абад/Ош (Кӑркӑсстан). Вӗсем Вӑтам Азири чи пысӑккисенче пӗри транспорт йӑлли йӗркеленеҫҫӗ.

Автомобиль ҫулӗсен вӑрӑмшӗ — 2463 ытла ҫм. Вилоятран регулярлӑ авиарейссем вӗҫеҫҫӗ, енсенчен: Узбекистан, Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗн, ютҫӗр хулисем.

Вилоят пуҫлӑхӗ хоким ятлӑ. Андижан вилоячӗн пуҫлӑхӗсем:

  1. Каюм Холмирзаев (1991 — 1993)
  2. Кобил Обидов (1993 пушӑн 6 — 1996 юпа),
  3. Машариф Юсупов (1996—1997),
  4. Кобил Обидов (1997 — 2004 ҫӑвӑн 24),
  5. Бегалиев Сайдулло ( 2004 ҫӑвӑн 25 — 2006 юпан 12),
  6. Усманов Ахмаджон (2006 юпан 13 — 2013 ҫӑвӑн 11),
  7. Шухрат Абдурахманов (2013 ҫӑвӑн 12 — х.в.-ччен)[5].

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Архивированная копия.
  2. Указ Президента Республики Узбекистан от 22 Ҫурла уйӑхӗн 2003 года № УП-3292 «О награждении Андижанской области орденом Амира Темура // Ведомости Олий Мажлиса Республики Узбекистан.2003. — В. Ведомости Олий Мажлиса Республики Узбекистан. — № 8. — С. 80.
  3. 1 2 3 4 Давлат классификаторлари (узб.).
  4. путь на восток».
  5. ҲОКИМЛИК РАҲБАРИЯТИ (узб.).