Контент патне куҫ

Андреева Зоя Ананьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Зоя Андреева
Андреева Зоя Ананьевна
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1899, ака, 6
Ҫуралнӑ вырӑн Туҫи-Хирпуҫ ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ)
Вилнӗ вӑхӑт: 1983, нарăс, 3
Вилнӗ вырӑн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Элтешлӗх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП
Парти: РКП(б)
Ӗҫлев тӗсӗ: Чӑваш АССР ТĔК председателӗ  Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиум председателӗ
Чыславсем: Ленин орденĕ Ленин орденĕ

Зоя Ананий хӗрӗ Андреева (Андреева Зоя Ананьева, 1899 акан 6, Раҫҫей империйӗ, Хусан кӗпӗрни, Етӗрне уесӗ, Туҫи-Хирпуҫ1983 нарӑсӑн 3, ССРП, РСФСР, Чӑваш АССР, Шупашкар) — совет, чӑваш патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш АССРТӖК ертӳҫи (1937—1938), Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн ертӳҫи (1938—1955).

1899 ҫулта Хусан кӗпӗрнин Уравӑш ялӗнче Зоя Андреева ҫуралнӑ.

1917—1925 ҫулсенче вӑтам шкулта вӗрентӳҫӗ пулса ӗҫленӗ.

1925—1927 ҫулсенче — Чӑваш АССРти Туҫи вулӑс Канашӗн ӗҫтӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ.

1927—1931 ҫулсенче — ПКП(б)-ри ял-хуҫалӑх пӗрлештерӗвӗнче Ҫӗрпӳ уес хӗрарӑм уйрӑмӗн ертӳҫи, Канаш район комитечӗн хӗрарӑм тӑваканӗ.

1931—1934 ҫулсенче — ССРПри ӗҫчен-хресчен инспекцийӗн Халӑх коммисариатӗнчи суту кӗртни ушкӑнӗн ертӳҫи. ПКП(б)ри Чӑваш АССРта Тӗп Контроль Комиссийӗн парти йӗрлевҫи.

1934—1936 ҫулсенче — Чӑваш АССРти социаллӑ сыхлавĕн халӑх комиссарӗ.

1936—1937 ҫулсенче — ПКП(б) ВКри Чӑваш АССРта партиллӗ контрольлӗ комиссин ертӳҫин аппаратӗнче ӗҫчен.

1937—1938 ҫулсенче — Чӑваш АССР ТӖК-н ертӳҫи.

1938—1955 ҫулсенче — Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн ертӳҫи.

ССРП Аслӑ Канашӗн 1-3 пухӑвӗсен депутачӗ. РСФСР Аслӑ Канашӗн 1-4 пухӑвӗн депутачӗ. Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн ертӳҫи (1937—1938).

1983 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

З.А. Андреев вилтӑпри. Шупашкар.

Вилене Шупашкар мемориал масарӗнче пытарнӑ.