Антарктика
Анта́рктика — çĕр чăмăрĕн Антарктида тата çуммăн выртакан Атлантика, Инди тата Лăпкă океансен (хăш чух çак океансен пайĕсене уйрăм Кăнтăр океанĕ шутне хураççĕ) кăнтăр пайĕ.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Антарктика чикки Антарктика конвергенцийĕ йĕрĕпе, 48-60° к.ш. танлашĕпе пырать, анчах та Антарктика шутне 37° к.ш. таран утравсене те кĕретеççĕ, ку ĕнтĕ ытларах политика йышанăвĕ шутланать, климат никĕсĕпе вăл утравсемпе (Гофпа Амстердам утравĕсем) тан пулать. Урăх варианчĕ — территорие Антарктика конвенцин (60° к.ш. кăнтăралах) ярăмĕпе çирĕплетни.
Пĕтĕмĕшле çырни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пур лаптăкĕ 52 млн. тв. км яхăн.
Антарктика — Çĕрĕн чи хаяр сивĕ климат территорийĕ, хăватлă çиллĕ, юрлă тăвăлсем тата тăмансем. Материкпа юнашар утравсем пăрпа пĕркеннĕ; Субантарктика районĕсенче чи ăшă уйăхри вăтам температура +10 °C, чи сивви 0° пуçласа −10 °C çитиччен.
Сивĕ антарктика шывĕ крильпе (пĕчĕк рак евĕррисем) тата пулăпа пуян. Кунта тюлень, тинĕс кушакĕ тата кит нумай. Çыран хĕрринче тинĕс вĕçен кайăкĕсем, поморник тата альбатрос, çаплах саккăр тĕслĕ пингвин. Утравсем çинче — тундрăллă ӳсен-тăранлăх, вĕçен кайăк нумай.
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Трешников А.Ф. Антарктика: исследования, открытия. Л.: Гидрометеоиздат, 1980
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Антарктика конвергенци картти
- Раççей Антарктика Экспедицийĕ
- Антарктика ячĕсен Пăлхар комиссийĕ
- Антарктика тĕпчевĕсен ăслăлăх комитечĕ (СКАР)
- Антарктика йĕри-таврари хутлăха упракан комитечĕ
- Антарктика килĕшĕвĕн секретариачĕ
- Антарктика программи ертӳçсен канашлăвĕ (COMNAP)
- Антарктика тинĕс чĕрĕ янтă пурлăхне упрас конвенци
- Антарктика тинĕс чĕрĕ янтă пурлăхне упрас комиссийĕ
- Антарктика кăнарлăхĕн тресчĕ
- Вырăс географи пĕрлĕхĕн Мускав тĕпĕн поляр çĕршывĕсен географи уйрăмĕ
|
|
---|---|
![]() |
|
![]() |
|
![]() |
|
![]() |
|
![]() |
|
![]() |
|
![]() |
Тĕнче биогеографи регионĕсем |
---|
Австралази | Антарктика | Афротропика | Индомалай ярăм | Арктика марри | Океани | Палеарктика |
![]() |
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |