Арçуpи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Арçурри ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Арçури (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Арçури, — усал-тĕсĕл. Ытларах вăрмансенче тĕл пулать.

Арçури халапсенче тĕрлĕ ятлă — Упăте, Маймăл е вирьялсем патĕнче — Опăçан, Укăте, Екĕте. Арçурине ытларах чухне упăте сăнарлă кăтартнă. Кунта «арçури» сăмах пĕлтерĕшне каласа хăвармалла. Халиччен çырнисенче ăна çурма арçын пек ăнлантарнă. Ку тĕрĕс мар. Арçурри хăй çине ал хурса, е усал вилĕмпе вилнĕ çын е чĕчĕ ĕмсе çитермен ача чунĕ вырăн тупаймасăр çапкаланса çӳресен пулать. Çавăнпа кунта «чун» сăмах тĕп вырăнта. Авалхи тĕрĕк чĕлхинче «сюри» сăмах «чун» тенине пелтерет. «Ар» вара — «çын»,«арçын» тени. Эппин, арçурри — «çын чунĕ» пĕлтерĕшлĕ ăнлав.

Çынна курсан «Каття пар!» тесе ыйтать. Çул çинче курсассăн тӳрех «Тăва кай!» тесе каламалла. Çырмара е юханшывра курсан вара хăвна хирĕç çул каламалла — «Юхнă тăрăх кай!», е «Юханшыва хирĕç кай!». Вара çынран тăрса юлать тесе ĕненнĕ чăвашсем.

Çурри ар тесе хĕрачасана та калаççĕ.