Арабат кӳлмекĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Арабат кӳлмекĕ, — Керчен çурутравĕн çыранĕсем хушшинче вырнаçнă Азов тинĕсĕн кӳлмекĕ. Азов тинĕсĕн кăнтăр енче вырнаçнă.

Арабат кӳлмекĕн çыранĕ çумĕнчи шыв тарăнăшĕ 5 метр таран çитет, сарлакăшĕ — 1 çухрăм. Шывра чулсем пур, хăш-пĕрисем шыв çийен курăнса тараççĕ. Кӳлмекĕн вăтам пайĕнче шыв тарăнăшĕ 8-10 метра çитет. Кӳлмек тĕпĕ хăйăртан тăрать. Аяккарах кайнă çемĕн юшкăнланса пырать.