Контент патне куҫ

Асамлакан сӑваплӑ Микулай чиркӗвӗ (Октябрьский Городок)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Микулай Чиркӗвӗ (хальхи ҫурт)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Асамлакан Микулай чиркӗвӗ пăхăр.

Асамлакан Микулай чиркӗвӗ (выр. Храм Святого Николая Чудотворца)— Сарӑту облаҫӗн Татищево районӗнчи Октябрьский Городок салинче прихут православ чиркӗвӗ (православ храмӗ). Вырӑс православи чиркӗвӗн Сарӑту епархинчи Татищево пулхаччинлӗхӗн йышне кӗрет. 1836 ҫулта пӗрремӗш чиркӳ тунӑ, 1937 ҫулта ӑна коммунистсем аркатнӑ. 2018—2020 ҫулсенче ҫӗнӗ чиркӳ тунӑ.

Тунин кунҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1829 ҫулта Раҫҫей империйӗн императорӗ Николай Пӗрремӗшӗн хушӑвӗпе Николаевский Городок (халӗ Октябрьский Городок) сали туса хунӑ. Кунта Мари Федоровна хӗр чар ячӗллӗ Мускав Мариин тӑлӑх ачасемшӗн ҫуртӗнчен ачасене куҫса кайтарнӑ. 1836 ҫулта Мускав вӗрентӳллӗ ҫурчӗн укҫипе чуллӑ Микулай чиркӗвӗ тунӑ. Унта Асамлакан Мира-Ликий Микулай ячӗллӗ пӗр престол туса хунӑ. Чиркӳре икӗ пуп, икӗ псаломҫӑ тата тиечук. Чиркӗвӗн чиркӳллӗ ҫуртсем пулнӑ[1].

Прихута малалла кӳршӗ ялсем кӗнӗ: Александровка, Владимировка, Елшанка, Константиновка, Кувыка, Михайловка, Ҫӗнӗ Сокур, Тепловка, Ханеневка тата Ольгинский поселокӗпе Рязанский хутӑрӗ.

1937 ҫулта чиркӗве аркатнӑ. Тунишӗн япаласем тӗрлӗрен вырӑнсене куҫса янӑ[2].

Хальхи вӑхӑт

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 ҫулта салара пурӑнаканскерсем православ прихутне уҫас тесе Сарӑту епархине ыйтнӑ. 2006 ҫулта сала администрацийӗ чиркӗве уҫас тесе иртнӗ чиркӳ-прихут шкулӗн ҫуртне куҫса панӑ. Ҫӗнӗтни хыҫҫӑн кунта прихут ӗҫлеме пуҫланӑ[3].

2006—2020 ҫулсем хушшинче Чиркӗвӗн вӑхӑтлӑ ҫурчӗ

2018 ҫулта чиркӗвӗн ҫӗнӗ ҫуртне тума пуҫланӑ. 2018 ҫулта ҫӗртмен пӗрремӗшӗнче ӑна тӑвас тесе кӗске кӗлӗ тунӑ. 2019 ҫулта Сарӑту тата Вольск митрополичӗ Лонгин чиркӳшӗн чана кӗлтунӑ.

2020 ҫулта ҫурлан пӗрремӗшӗнче тепре тунӑ чиркӗве унра кӗлтунӑ[4].

Халӗ, чиркӳре вулавӑш ӗҫлет. Прихут Октябрьский Городокӑн вӑтам шкулӗпе, ача-пӑча сачӗпе тата К. А. Тимирязев ячӗллӗ ял-хуҫалӑх техникумӗпе ҫыхӑнтарса ӗҫлет[5].

Хисеплекен япала

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чиркӳре Лука (Войно-Ясенецкий) ҫветтуйӗн тата ҫылӑх каҫарттаруҫин ҫӗрмен ӳчӗсен пайӗпе турӑш пур[6].

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]