Аслă Çарăмсан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Аслă Çарăмсан
Bolshoy Cheremshan - 8834.JPG
Характеристика
Тăршшĕ 336 км
Бассейн  лаптăкĕ  11 500 км²
Шыв тăкакĕ 36 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Клевлĕ
Шыв вăрри Атăл
 • Координатсем 54°10′10″ с. ш. 49°32′44″ в. д. / 54.16944° с. ш. 49.54556° в. д. / 54.16944; 49.54556 (G) (O) (Я)Координатсем: 54°10′10″ с. ш. 49°32′44″ в. д. / 54.16944° с. ш. 49.54556° в. д. / 54.16944; 49.54556 (G) (O) (Я){{Карттă/Бк/[|2|Шаблон:Карттă, координатсемпе/100000/NE}}
Вырнаçни
Патшалăх Раççей ФедерацийĕFlag of Russia.svg Раççей Федерацийĕ
physical
Blue 0080ff pog.svg
Blue pog.svg
шыв вăрри

Мулловка енчен туна Аслă Çарăмсан панорами Аслă ÇарăмсанСамар облаçĕ, Тутарстан, Чĕмпĕр облаçĕ тăрăх юхакан юханшыв[1] ,[1], Атăлăн сулахай юппи. Шывăн нумайрах пайĕ юртан пулать, çуркунне шывăн 60-70 % юхать.


Юпписем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп юпписем: сулахайра — Таркăн, Кармала, Эврел; сылтăмра — Шур çырми, Сĕнчĕ, Тимĕрлĕ, Кĕçĕн Çарăмсан, Тия. Хăйăрлă çыранĕсенче тăршшĕпе тенĕпех вăрман ӳсет. Куйбышев шывуправне тунă май юханшывăн Мелекесс хулинчен аяларах пайĕ шыв айне путнă.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çарăмсан юханшыв ятне 922-мĕш çултах Пăлхар патшалăхне килсе кайнă Ахмед ибн Фадлан çул çӳревçĕ тата элчĕ хăйĕн кунчăкĕнче асăнса хăварнă: «Эпир вара Пушкăртсен çĕршывĕнчен тухса кайрăмăр та Джарамсан шывĕ урлă, … каçрăмăр»,[2], Çарăмсан районĕнчи Кив Йĕлмелпе Çĕн Йĕлмел таврашĕнче «Çарăмсам» [3] («Çарăмсамăн, ай, кукрĕнче маттур йĕкĕтсем утă çулаççĕ»), Пĕкĕлме таврашĕнче «Çарăмсем»[3] («Çарăмсем юхать çав çавăрăнса, каять çыранĕ тăршшĕн»), Аслă Сĕнчел таврашĕнче «Çарăмсен» («Кĕçĕн Çарăмсен леш енче йĕпкĕн хура учĕ кĕçенет»), тепĕр тĕрлĕ «Çармăçан» [3] («Çармăçан тăрăх çӳренĕ чух шур пулăччĕ çимĕçлĕх») теççĕ. Çарăмсан «Çарăм шывĕ» сăмах майлашăвĕнчен, «Çарăм» сăмах «çаран» (çерем) сăмахран пулнă [4]

Шыв реестрĕн хыпарĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей патшалăх шыв реестрĕн хыпарĕпе Анат Атăл бассейн округĕне кĕрет. Шыв хуçалăх участокĕ Аслă Çарăмсан пуçĕнчен вăрричен. Юханшывăн кĕçĕн бассейнĕ — Подбассейн çук[5]. Юханшыв бассейнĕ - Атăл Куйбышев шывуправĕн таппинчен Каçпи тинĕсĕ таран[5].


Шыв ресурсĕсен федераци агентстви хатĕрленĕ РФ территорин шыв хуçалăх районĕсен геоинформаци системин хыпарĕпе[5]:

  • Патшалăх шыв реестрĕнчи шыв объекчĕн кочĕ — 11010000412112100004728
  • Гидрологи тĕпчевленӳ кочĕ (ГТ) — 112100472
  • Бассейн кочĕ — 11.01.00.004
  • Том номерĕ, ГТ — 12
  • Кăларăм, ГТ — 1 [6]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 «Центральный реестр России Государственного водного кадастра и Гидротехнических сооружений.». Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «РФГМ» определено несколько раз для различного содержимого
  2. ^ Революциченхи чăваш литератури. Ш., 1984. 1-мĕш том, 33 мĕш стр.
  3. ^ 1, 2 тата 3 Ашмарин Н.А. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. 11-12 мĕш том, 65 стр.
  4. ^ Е.В.Мадуров Аксу тăрăхĕнчи ойконимсемпе микротопонимсем.Ш.2003.
  5. ^ 1, 2 тата 3 Государственный водный реестр РФ: Аслă Çарăмсан. çăлкуçран архивланă 20 Çурла уйăхĕн 2012.
  6. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. / Под ред. З. Г. Марковой. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 152 с

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]