Аслă Бурлук (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Аслă Бурлук, — Çурçĕр Донецăн сулахай юппи. Украинăн Харьков облаçĕ тарăх юхать. Хăш-пĕр чухне литературăра Мăн Бурлук ятла курма пулать.
Юханшыв тăршшĕ 93 çухрăм. Бассейн лаптăкĕ 1130 тăваткал çухрăм. Юханшыв Кĕçĕн Бурлук ялĕ патĕнче пуçланать те Печенеги посёлок патĕнче Çурçĕр Донеца юхса кĕрет.
1979 çулта Çурçĕр Донеца юхса кĕнĕ çĕртрен 63 çухрăм çӳлĕрех Аслă Бурлук шывуправне туса лартнă.