Асламас Мария Васильевна


Васильева Мария Васильевна | |||||
фото | |||||
Тĕп хыпар | |||||
---|---|---|---|---|---|
Тулли ят | Васильева (Асламас) Мария Васильевна | ||||
Çуралнă вăхăт | 1926 ҫурлан 5-мӗшӗ | ||||
Çуралнă вырăн | ССРП, РСФСР, Чӑваш АССР, Канаш районӗ (халӗ Тӑвай районӗ), Ҫӑлпуҫ | ||||
Вилнĕ вăхăт | 2016 нарӑсӑн 3-мӗшӗ (89 ҫул) | ||||
Вилнĕ вырăн | РФ, Чӑваш Ен, Шупашкар | ||||
Патшалăх |
![]() ![]() | ||||
Профессисем | юрӑҫӑ, сасӑ режиссёрӗ | ||||
Парнесем |
|
Мария Васильевна Асламас (мӑшӑрланничченхи хушамат — Васильева; 1926 ҫурлан 5, ССРП, Чӑваш АССР, Ҫӑлпуҫ — 2016 нарӑсӑн 3, РФ, Чӑваш Ен, Шупашкар) — чӑваш, совет юрӑҫи тата сасӑ режиссёрӗ.
Пурнӑҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1926 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче ССРП-н Чӑваш АССРти Канаш районӗнче (халӗ Тӑвай районӗ) Ҫӑлпуҫ ялӗнче Семёновсен Василий Семёнович тата Пелагея Сергеевна кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Василий Семёнович, Раҫҫейри элтеш вӑрҫин Фрунзе М. В. командӑлаканӑн ҫарӗнче (хӗрлисен йышӗнче) хутшӑннӑ[1].
Мария Васильевна 1940—1943 ҫулсенче Канаш медицина вӗрентӗшӗнче вӗреннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вӗҫӗччен Тӑвай районӗн Тӑрмӑш ялӗнче медсестра ӗҫӗнче ӗҫленӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1946—1952 ҫулсенче Сарӑту патшалӑх консерваторийӗн Чӑваш опера студинче вӗреннӗ. Студие вӗренсе пӗтернӗрен Чӑваш АССР-н юрӑпа ташӑ ансамблӗн ушкӑнне кӗнӗ.
1951 ҫултан Чӑваш хӗрарӑм вокалӗн квартечӗн хутшӑнаканӗ[2] (М.В. Васильева, З.Ф. Денисова, В.Н. Корнишина, Т.И. Чумакова). Квартет Пӗтӗм Пӗрлешӗвӗн конкурсӗн лауреачӗ тата Мускаври VI-мӗш Пӗтӗм Тӗнче ҫамрӑкпа студентсен фестивалӗн (1957)[3] хутшӑнаканӗ пулса тӑнӑ. Квартет чӑваш композиторӗн Анисим Асламас ҫырнӑ нумай чӑвашпа вырӑс юррине юрланӑ. Икӗ вуннӑ ҫулсем яхӑн ку юрӑ-кӗвӗ ушкӑнӗ Чӑваш Енче те, урӑх ҫӗрте те питӗ паллӑ пулнӑ.
1962 ҫулта Васильева анчахрах уҫнӑ Чӑваш Енӗн телекуравӗн Студинче сасӑ режиссёрӗ ӗҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫирӗм икӗ ӗҫ ҫулӗ хыҫҫӑн вӑл пенсие тухнӑ.
1953 ҫулта вӑл Асламас Анисим Васильевичпе мӑшӑрланнӑ. 1954 ҫулта вӗсен кил-йышӗнче хӗр ҫуралнӑ, ӑна Татьяна ят панӑ. 1959 ҫулта вӗсен ывӑлӗ — Алексей ҫуралнӑ. Асламас Алексей паллӑ чӑваш пианисчӗ тата дирижёрӗ пулса тӑнӑ.
2016 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Шел пулин те, унӑн ывӑлӗ, Алексей хӑй амӑшӗн пытарӑвне ҫитнӗ хыҫҫӑн ку ҫулӑн нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[4].
2017 ҫулта Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Асламас Мария Васильевӑн тата унӑн ывӑлӗн пианист тата "Камерата Брно" чех оркестрӗн дирижёрӗн Асламас Алексей Анисимовичӗн асӑну каҫӗ итрнӗ[5].
"Мелодия" фирма Чӑваш хӗрарӑм вокалӗн квартечӗн пластинкисем кӑларнӑ[6]. Чӑваш радиопа телекуравӗн фончӗсенче квартетӗн 100 ытла ҫырӑвӗсем сыхланаҫҫӗ[2].
- Харпӑр пурнӑҫ
- Упӑшки: Асламас Анисим Васильевич — чӑваш композиторӗ.
- Хӗрӗ: Асламас Татьяна Анисимовна
- Ывӑлӗ: Асламас Алексей Анисимович (1959—2016) — чӑваш, раҫҫей, чех пианисчӗ тата дирижёрӗ.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чӑваш АССР-н культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), ССРП-н радиопа телекуравӗн малта пыраканӗ (1981).
- Социалист ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи (1973).
- I-мӗш Чӑваш Енӗн ҫамрӑкпа студентсен фестивалӗ (1957), РСФСР-н Тури Атӑл конкурсӗн лауреачӗ (1957), Пӗтӗм Пӗрлешӳ Совет ҫамрӑкӗн конкурсӗн лауреачӗ (1957).
- «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн», Владимир Ильич Ленинӗн ҫуралнӑран 100 ҫула палӑртса «Хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе тата «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗвӗн 50 ҫул», «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗвӗн 60 ҫул» тата «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗвӗн 65 ҫул» юбилейлӗ медальсемпе чысланӑ.
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]![]() | |
---|---|
![]() |
Вокальный квартет: Тамара Чумакова, Мария Васильева, Зоя Денисова и Вера Корнишина в студии Чувашского телевидения, 1968 год. |
- ^ Мария Васильевна Васильева (Асламас)
- ^ 1 тата 2 Женский вокальный квартет(ĕçлемен каçă)
- ^ ДЕНИСОВА Зоя Фёдоровна(ĕçлемен каçă)
- ^ Алексей Анисимович Асламас
- ^ Жители Чувашии почтили память Марии Васильевны и Алексея Анисимовича Асламас
- ^ Женский вокальный квартет: Т. Чумакова, М. Васильева, В. Корнишина, З. Денисова
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Ĕç ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- «Социалист ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» паллипе чысланисем
- Çурлан 5-мĕшĕнче çуралнисем
- 1926 çулта çуралнисем
- Тăвай районĕнче çуралнисем
- Нарăсăн 3-мĕшĕнче вилнисем
- 2016 çулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- ССРП-н юрӑҫисем
- XX ӗмӗрӗн юрӑҫисем
- «Владимир Ильич Ленинӗн ҫуралнӑран 100 ҫула палӑртса» медальпе чысланисем
- ССРП-н сасӑ режиссёрӗсем
- XX ӗмӗрӗн сасӑ режиссёрӗсем
- Медиксем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче
- Аслӑ Тӑваш Ҫӗршыв вӑрҫинчи хӗрарӑмсем
- Сарӑту консерваторинчен вӗренсе тухнисем
- Чӑваш АССР-н культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем
- ССКП пайташĕсем
- Пайăр çынсем:Телекурав