Атăл (ушкăн)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Атăл
Юрăсен чĕлхи(сем) чăваш, вырăс
Хастар çулсем 1950-мĕш çулсем
Хула Мускав
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Йыш Галина Никитина (ертӳç)
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Атăл (пĕлтерĕшсем).

Атăл ("Atal") Мускав чăвашĕсен хорĕ.

Ертӳçи — Галина Никитина этнограф, МПУ верентӳçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Официаллă XX ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче йĕркеленнĕ. Çапах та, чăннипе вăл XX ĕмĕрĕн аллăмĕш çулсенче çуралнă. 1959 çулхи СССР халăхĕсен спартакиади тĕлне Мускава Лужники стадиона тума килнĕ чăвашсем пуçтарăнса йĕркелесе янă пулнă.

Хорăн пĕрремĕш ертӳçи — Валерий Волков.

Юрă ушкăн репертуарĕнче — чăваш тата вырăс халăх юрри-кĕвви.

«Атăл» ансамбль концертсене Мускав, Санкт-Петербург хулисенче, Тутарстанра, Раççейĕн урăх регионĕсенче ирттерет. «Атăла» пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илеççĕ.

2008 çулхи нарăс уйăхĕнче «Атăл» ансамбль Финляндипе Швеци çĕрĕсене гастроле кайса килчĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]