Атлантис (фильм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Атлантис (пĕлтерĕшсем).
Атлантис
Atlantis
Фильм постерĕ
Жанр документлă фильм
мусăк фильмĕ
Режиссёр Люк Бессон
Продюсер Патрис Леду
Клод Бессон
Люк Бессон
Оператор Люк Бессон
Кристиан Петрон
Композитор Эрик Серра
Кинокомпани Gaumont
Тăсăлу 78 мин.
Патшалăх ФранциFlag of France.svg Франци
Flag of Italy.svg
Çул 1991
IMDb ID 0101376

«Атла́нтис» (фр. Atlantis) — Люк Бессон ӳнерленĕ наррациллĕ мар[1] мусăк фильмĕ. Фильма виçĕ çул хушши, 1988 çултан пуçласа çапса илнĕ, экран çине 1991 çулта кăларнă. Фильм валли мусăка Бессонăн пĕрмайхи композиторĕ Эрик Серра çырнă. Бессон хăй режиссёр, сценарист, продюсер пулса ĕçленĕ, оператор тата монтажёр ĕçне тунă. Çак фильм Бессон карьеринче пĕрте-пĕр документлă фильм пулать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Люк Бессон чунĕпе ачаранах тинĕс патне туртăннă. Ашшĕпе амăшĕ аквалангпа ишме хăнăхтаракан инструкторсем пулса тăрăшнă. Люк 17 çулта травмăлансан çак хăтланăва пăрахнă та Парисе киноăсталăхне алла илме кайнă[2].

«Атлантис» фильм «Никита» хыççăн çеç тухнă пулсан та, ăна 1988 çулта хатĕрлеме тытăннă. Тематикăпа фильм ытларах «Тĕпсĕр кăвак авăр» евĕр, экологи темипе ыйтусене хускатнă. Бессон виçĕ çул хушши фильма Кристиан Петронпа ĕçленĕ, вăл «Тĕпсĕр кăвак авăрта» камерăсене дизайнланă[3].

1991 çулхи авăн уйăхĕнче фильма конкурса кĕртмесĕрех 48-мĕш Венеци кинофестивалĕнче кăтартнă.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Grabka, Gregory Christian Viaticum: A Study of Its Cultural Background // Traditio : journal. — 1953. — Т. 9. — № 1.
  • Morris, Ian Death-ritual and Social Structure in Classical Antiquity. — New York: Cambridge University Press, 1992. — ISBN 0-521-37465-0
  • Sourvinou-Inwood, Christiane "Reading" Greek Death: To the End of the Classical Period. — New York: Oxford University Press, 1996. — ISBN 0-19-815069-5
  • Stevens, Susan T. Charon’s Obol and Other Coins in Ancient Funerary Practice // Phoenix. — 1991. — Т. 45. — № 3.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Non-Narrative Documentaries. Тĕрĕсленĕ 11 Раштав уйăхĕн 2019.
  2. ^ Bill Marshall. France and the Americas, Том 1. ABC-CLIO, 2005. P. 149.
  3. ^ Susan Hayward. Luc Besson. Manchester University Press, 15 мар. 1998 г. P. 49—51.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]