Контент патне куҫ

Атӑлҫи сӑртлӑхӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Атӑлҫи сӑртлӑхӗ
Ӳкерчӗк
Патшалӑх
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче Тухăç-Европа тӳремĕ
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 384 метр
Тӑршшӗ
  • 804 km
Вырӑнӑн картти
Атӑлҫи сӑртлӑхӗ на карте
Атӑлҫи сӑртлӑхӗ
Атӑлҫи сӑртлӑхӗ

Раҫҫей Федерацинчи Атӑлҫи федераллӑ округӗ, унӑн чиккинче Атӑлҫи сӑртлӑхӗ

Атӑлҫи сӑртлӑхӗ, Атӑлҫум сӑртлӑхӗ, Атӑл сӑрчӗсем[2] (выр. Приволжская возвышенность, тут. Идел буе калкулыгы) — Тухӑҫ-Европа тӳремлӗхӗнчи, Атӑлӑн сылтӑм хӗрринче сӑртлӑх. Ҫӳллӗшӗ 375 метр (Шукӑль тӑвӗсем патӗнче). Айлӑмсемпе, ҫырмасемпе ҫурӑлса, пайланса пӗтнӗ. Уйрӑмах тухӑҫ енчи айӑкки[3].

Ҫеҫенхирсем, вӑрмансем вырнаҫнӑ. Ҫеҫенхирсене сухаласа акалаҫҫӗ. Шукӑль тӑвӗсенче вӑрмансем, нефть, газ ҫӗр айӗнчи пурлӑхсем пур. Ҫавӑн пекех фосфоритсем, ҫурт хӑпартма усӑ куракан тӗрлӗ пурлӑхсем те пур.

Сӑртлӑх Атӑл юханшывӗн сылтӑм хӗрринче, ҫурҫӗрте Чулхулапа Хусан, кӑнтӑрта Шупашкарпа Волгоград хушшинче вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр тата тухӑҫ пайӗсенче Атӑл енне (хальхи Шупашкар, Куйбышев, Сарӑту, Волгоград шыв усравӗсен енне) чӑнкӑ ту тайлӑмӗсемччен; анӑҫра Ока-Дон тӳремлӗхне ӳкӗнет, кӑнтӑрта пӗчӗкленет те Ергени сӑртлӑхне ӳкӗнет[4]. Тухӑҫ пайӗнче чи пысӑк ҫӳллӗшсем Хвалынск хули тӑрӑхӗнче (367 м) тата Шукӑль тӑвӗсенче (370 м). Шыв чиккиллӗ тӳпемсем икӗ ярусран тӑраҫҫӗ, вӗсене юханшыв айлӑмӗсен, сӑртсен тата ҫырмасен парка йышӗ урлӑ каҫать. Тури ҫӳллӗрех тӳпем (300-360 м), тӗп юханшывсен айламӗсен вӑтам пайӗнче шыв татса кайнинчен сыхланӑ. Аялти тӳпем (180—240 м), плато пайӑн-пайӑн арканнипе пулса кайнӑ, анлӑрах сарӑлнӑ.

Сӑртлӑх палеоген вӗҫӗнче — неоген пуҫламӑшӗнче, Чӗмпӗр-Сарӑту хутламӗ хутшӑннӑ тектоника ҫӗкленӗвне пула пулса тӑнӑ, унта юра, пурӑ тата палеоген тинӗс юшкӑнӗсем (тӑм, хӑйӑр чулӗ, пурӑ, сланец тата диатомит) пухӑннӑ. Çурҫӗр пайӗнче перӗм чул-тӑприсем (пурӑ, доломит, гипс, мергель) аталаннӑ, ҫурҫӗр-анӑҫ пайне тӑваттӑмӗш тапхӑрти пӑрлӑхсем хупласа илнӗ. Улатӑр юханшыв бассейнӗнче тата Атӑлӑн сылтӑм хӗрринче Кама Тамакӗ хула евӗрлӗ поселокӗ умӗнче перӗм тытӑмӗн гипспе пурӑпа карст сийӗсем аталаннӑ. Чӗмпӗр тата Сарӑту таврашӗнчи Атӑл тӑрӑхӗнчи юра тата аялти пурӑ тӑмӗсенче вӑйлӑ ҫӗр ишӗлни пулма пултарать.

Атӑлҫи сӑртлӑхӗн ҫурҫӗр пайӗ — хӑмӑр вӑрманлӑ тӑпрасемпе, шӗвеклӗ тата юшкӑнлӑ хура вӑрманлӑ-ҫенхирлӗ тӑрӑха кӗрет, кӑнтӑр пайӗ вара йӗркеллӗ хура тӑпраллӑ тата каштан тӑпраллӑ ҫеҫенхирлӗ тӑрӑхне кӗрет. Ҫӗрӗн пысӑк пайне сухаланӑ. Çурҫӗр енче ҫулҫӑллӑ вӑрмансем сыхланса юлнӑ, палеоген тата тӑваттӑмӗш тапхӑрти тытӑмсен хӑйӑрӗсенче хыр вӑрманӗсем сыхланса юлнӑ.

Ҫӗр айӗнчи пурлӑх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унта нефть, битум, ҫунакан сланец (Самар облаҫӗ) тата ҫутҫанталӑк газӗ (Сарӑту облаҫӗ) упранакан вырӑнсем пур, ҫавӑн пекех акшар, гипс, пурӑ, тӑм тата ытти тума материалӗсен упранӑвӗсем пур.

Юханшывсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи пысӑк юханшывсем: Атӑл, унӑн сылтӑм юпписем — Сӑр (864 ҫм), Сӗве (402 ҫм), Тирӗшке (276 ҫм) тата Танӑн сулахай юпписем — Медведица (692 ҫм), Иловля (341 ҫм).

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ GEOnet Names Server — 2018.
  2. ^ "Volga Hills." Columbia Gazetteer of the World Online. 2009. Columbia University Press. 06 Feb. 2009. [1]
  3. ^ Приволжская возвышенность. Great Soviet Encyclopedia.
  4. ^ DK Publishing (1999). Millennium World Atlas. DK. p. xxix, 229. ISBN 978-0-7894-4604-6