Сереп Анатолий Трофимович
Курӑнакан калӑплав
(Афанасьев Анатолий Трофимович ҫинчен куҫарнӑ)
| Анатолий Сереп | |
| | |
| Çуралнă чухнехи ят: | Афанасьев Анатолий Трофимович |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт: | раштав, 12, 1920 |
| Çуралнă вырăн: | Мăн Тукташ ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен |
| Вилнĕ вăхăт: | 2003 |
| Вилнĕ вырăн: | Шупашкар |
| Гражданлăх: |
|
| Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи, прозăçи |
| Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Сереп Анатолий Трофимович (1920, раштав, 12, Мăн Тукташ ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен — 2003) — чăваш сăвăçи, прозăçи.
1990 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче[1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920 çулта Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă инваличĕ. Нурăсри (халĕ Калинино) педагогика училищинче вĕренсе пĕлӳ илнĕ. Чăваш патшалăхĕн педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ. Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнче вырнаçнă Вăрманкас шкулĕнче ачасенен вĕрентнĕ. Çутĕç системинче 40 çул ытла вăй хунă.
Ватăлнăскер, вырăн çинче выртса пулин те çырас ĕçе пăрахман.
2003 çулта çыравçă ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:
- «Уйăх юрри»
- «Асамат»
- «Аттесем çук чухне»
- “Вăрнар асамачĕ”,
- “Хăмăш юрри”
- “Хурăн куççулĕ”
- “Кăвайт çути”
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
- Гордеев Д., "Пултарулăх асапне кăна турă панă", Хыпар.– 1998.– 28 юпа.
- Гордеев Д., "Фронтри тата çыру сĕтелĕ хушшинчи паттăрлăх", Хыпар.– 2000.– 27 раштав.
- Eвстафьев И., "Бавлăри туса – тав туса" сăвă
- Eвстафьев И., "Манăн тантăшсен савăнăçĕ", Шупашкар, 1961. С. 32–33.
- Тимофеев–Ыхра А. "Вăрманкас Корчагинĕ", Хресчен сасси.– 1995.– 28 ака.
- Тимофеев–Ыхра А., "Мăн Тукташ Корчагинĕ", "Пурнăç çулĕпе" (Элĕк р–нĕ), 2000, раштав, 9.
- "Чул хушшинчи чун", "Пурнăç çулĕпе" (Элĕк р–нĕ).– 2000, çу, 31.
- Шалтайкин В., "Вăрçăра туптаннă пуплевсем", "Хыпар", 1998, нарăс, 3.
- Юрьев М., "Синкерлĕ шăпа", "Тантăш", 1995, çĕртме, 10.
- Шевлепи Р., "Удивительный он человек" Вопреки всему=Парăнманлăх: Поэты особого племени.– Кӳкеç, 1998, С. 48–49.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ http://nasledie.nbchr.ru/personalii/pisateli/serep/(ĕçлемен+каçă) Культурное наследие Чувашии
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юбиляры 2010 г. Афанасьев Анатолий Трофимович (Анат Сереп) 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Шупашкарта вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ
- 1920 çулта çуралнисем
- 2003 çулта вилнисем
- Чăваш Енре çуралнисем