Аххан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аххан

Аххан, — икĕ хутлă вăрăм серепе (вырăсла ахань, охань). Çӳлти кантрасем çине путăшсем, аял енне путаркăçсем çыхнă. Кӳлĕре, юханшывра пулă çурекен вырăна чикме-юпасем çине çыхса лартаççĕ. Кимĕпе ишсе, какăр, пута, кутăн мăйракапа чиксе, какăрса, "ах, ох, ух" сасă кăларса пулăсене хăвалаççĕ. Ячĕ те çав сасăсенченех пулса кайнă пулĕ. Аххане иккĕн кимĕ çине кăлараççĕ. Пуллисене кимме е карçинккана пăрахаççĕ. Н. И. Ашмарин "аххан 4-3 сажень вăрăмăшĕ /8,5-6,3 метр/" тесе çырать. Ахханĕн пĕр серепийĕ вĕтĕ, тепри - шултăра. Çакăн пек пулни пулăсене çыхлантарма пулăшать.