Контент патне куҫ

Бабаевский Семён Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бабаевский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Семён Бабаевский
Ӳкерчĕк:Babaevskiy.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Бабаевский
Семён Петрович
Çуралнă вăхăт: 1909, çĕртме, 6 (24.5)
Çуралнă вырăн: Кунье, Кунье вулăсĕ,
Изюм уесĕ,
Харьков кĕпĕрни,
Раççей империйĕ[1]
Вилнĕ вăхăт: 2000, пуш, 28
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти совет/вырăс прозăçи/журналисчĕ/мемуарисчĕ, редактор
Тĕлĕ: социализм реализмĕ
Жанр: роман, повеç, калав, поэма
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Дебют: «Водка довела» калав (1929)

Семён Петро́вич Бабае́вский (1909—2000) — вырăс/совет çыравçи/журналисчĕ/мемуарисчĕ. Виçĕ Сталин премин (1949, 1950, 1951) кавалерĕ.

1909 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче (çăвăн 24-мĕшĕнче) Кунье ялĕнче (халĕ Харьков облаçĕнче, Украина) чухан хресчен килйышĕнче çуралнă. 1910 çулта Бабаевскисем Кубане куçса кайнă, унта вара пулас çыравçăн ачалăхĕ те, яшлăхĕ те иртнĕ. 1925 çулта Маковский хуттăрĕнче комсомол ячейкине йĕркеленĕ ĕçе хутшăннă, ертсе пынă. коллективизаци вăхăтĕнче (1929—1931) вулавăш-пӳртре ертӳç пулнă.

16 çул тултарсан калавсем çырма тытăннă. Çак ĕçе çамрăк прозăç М. Горький пурнăçĕпе пултарулăхĕпе кăмăлланипе пикеннĕ. 1929 çулта хăйĕн пĕрремĕш калавне («Водка довела») Ростоври «Сельский пахарь» хаçатра псевдонимпе тухнă. 1930 çулта Армавирти пропогандистсен курсĕнче вĕренсе тухнă та хулари «Трудовой путь» (халĕ «Армавирский собеседник»[2]) хаçатра ĕçленĕ.

1941—1946 çулсенче РХХÇ хĕсметре тăнă, малтан фпрнтри касак чаçĕсенче, кайран дивизи хаçачĕн редакторĕ тата фронтăн «Боец РККА» хаçачĕн корреспонденчĕ пулнă.


ССРП Аслă Канашĕн 3—4-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ (1950—1958, Ставрополь Ен).

1958 çултанпа Бабаевский Семён Петрович «Октябрь» журналăн редакцинче тăрăшнă.

2000 çулхи пушăн 28-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Мускаври Николо-Архангельское çăвин колумбаринче вилтăприпе пытарнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Собрание сочинений в пяти томах. М., Художественная литература, 1979—1981.
  • Избранные произведения в 2-х томах. М., Художественная литература, 1971
  • Гусиный остров. Ставрополь, 1946
  • Белая мечеть. Ставрополь,1948
  • Кавалер Золотой звезды. Ставрополь, 1947—1948.
  • Свет над землёй, 1949—1950
  • Кубанские повести. Ставрополь,1956
  • Родниковая роща. М., 1956
  • Белая мечеть. М., 1958
  • Сёстры. Краснодар, 1958
  • Четыре Раисы. М., Профиздат, 1959
  • Сыновний бунт. М., 1961
  • Сухая Буйвола. М., 1963
  • Родимый край. М., Художественная литература, 1964
  • Белый свет. Кн.1-2. М., 1968—1969
  • Митино счастье. — М., Детская литература, 1969
  • На хуторе Вербовом. М., 1973
  • Современники. М., Советский писатель,1974
  • Станица. 1976—1977
  • Приволье. М., Советский писатель, 1980
  • Сельские повести. М., Современник, 1986
  • Доброта. М., Советский писатель, 1989
  • Последнее сказание: мемуарная повесть // Наш современник. — 1997. — № 5. — С. 182—205. — (Проза). — Окончание: № 6. — С. 101—132

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Макаров А. Романы С. Бабаевского «Кавалер Золотой Звезды» и «Свет над землёй». — Москва, 1952.
  • Радов Г. Из-за чего «сыновний бунт»? Открытое письмо С. Бабаевскому. «Известия». 1962. 1 февраля.
  • Власенко А. Правда побеждает. «Литературная Россия». 1964. 18 сент.
  • Свительский В. Обороняясь от действительности. «Подъём». 1966. № 5
  • Иващенко Вяч. Эмоции и житейская практика. «Литературная газета». 1968. 10 июля.
  • Козлов И. А если без эмоций? «Литературная газета». 1968. 10 июля.
  • Злобина М. О пользе и неудобствах нашего хождения. — Новый мир. 1968. № 9.
  • Русские советские писатели-прозаики. Библиографический указатель. т. 1. — Л. 1959.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]