Контент патне куҫ

Белгород (шывай кимми)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
К-329 «Белгород»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ (çĕклемен)
Хальхи статус ятарлă проектпа тăваççĕ[1]
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ПЛАРК
Проект палăртăвĕ 949АМ «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 33 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 420 м
Чи пысăк тарăнăш 500 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ 23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Вăй-хăват хатĕрĕ
190 МВт хăвтлă
2 ОК-650В йĕтре реакторĕ
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедă
Ракета хĕçпăшалĕ ПКР комплекс «Гранит»
24 ЗМ-45 ракети
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Белгород (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.

К-139 «Белгород» — «Антей» классне кĕрекен туса пĕтермен атомлă раççей шывай крейсерĕ. Крейсерĕн тĕп хĕçпăшалĕ карапа хирĕçле 24 çунатлă «Гранит» ракети пулмалла шутланă. Анчах та 1980-мĕш çулсенче ăслайланă «Гранит» комплексĕ 2000 çулĕ тĕлне хăват енĕпе кая юлнă.[2] Челомей пуçарса янă лайăхлатнă «Болид» ракета комплексĕ 2005 çулĕ тĕлне хатĕр пулман. [3][4]

ПО «Севмашра» (Северодвинск) 1992 çулхи утăн 24-мĕшĕнче 654 савутри номерĕпе тума тытăннă.[2] 1993 çулхи акан 6-мĕшĕнче «Белгород» ята панă.[2]

1994 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче ТÇФ кăларнă та консервациленĕ.[2][5]

2000 çулхи авăн уйăхĕнче, пĕр тĕслĕ «Курск» атомăхут путнă хыççăн, тăвас ĕçе тепĕр хут пуçланă.[2][5]

2004 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне карапăн корпусне пуçтарнă, анчах та ăшне техникăна, ракета шахтисене майлаштарса лартайман. Ун чухне туса пĕтерес хакĕ 100 миллион тенкĕпе танлашнă.[5]

Кимĕне «Севмаш» хăй тăрăшнипе туса пынă, çавăнпа та çак ĕçе сахал укçапа тивĕçтернĕ.[5]

«Белгород» АШК туса пĕтерессине Патшалăхăн 2006 çулхи хӳтĕлев хушавне кĕртнĕ.[5] Çапах та 2006 çулхи утăн 20-мĕшĕнче Севмашпредприятие килнĕ хӳтĕлев министрĕ Сергей Иванов каланипе, кимĕне Раççей ТÇФ шутне кĕртмелле мар тесе йышăннă, хатĕрлĕхĕ 80 % танлашнă.[6][7]
2009 çулта 885 «Ясень» проекчĕн çунатлă ракетисемпе кăраллатас шухăш пулнă.[8]

Официаллă мар хыпарпа, 2011 çулта К-139 ятарлă тĕллĕ шывай кимми тăвас тенĕ[9] 2012 çулăн пуçламăшĕнче ТÇФ тĕп çарпуçĕ Владимир Высоцкий каланипе «Белгорода» ятарлă проектпа тăваççĕ[1].

Командирсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Абхалимов В. (1995—1997)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 ВМФ РФ не нужны мозги с оружием на двигателе Второй мировой - главком. РИА Новости (2012-02-09). — Интервью главкома ВМФ России. Тĕрĕсленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
  2. 1 2 3 4 5 Проект 949А "Антей". ruspodlodka.narod.ru. Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
  3. Комплекс Болид. military.tomsk.ru (15.09.2010). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
  4. Новоселов, Федор "Протон" от Челомея. НВО (2004-07-09). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
  5. 1 2 3 4 5 Россия достраивает атомную подлодку "Белгород". Лента.ру (16.03.2006). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
  6. Атомная подводная лодка "Белгород" Министерству обороны не нужна. Вестник космодрома (12 сентября 2006 (36)). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
  7. Литовкин, Виктор Никчемный «Белгород». РИА Новости (03/08/2006). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 18 Нарӑс уйӑхӗн 2010.
  8. Строительство последней подлодки типа «Курск» заморожено, lenta.ru, 26.06.2009
  9. Беглый огонь: 26-27.11.2011, копия, 27.11.2011