Контент патне куҫ

Би-би-си

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Би-би-си»
Лого BBC]]
Патшалăх Би-би-си Аслă Британи
Калаçма пуçланă вăхăт 1922
Сайт BBC.co.uk
Онлайн-трансляци пур

Би-би-си (акăл. BBC, British Broadcasting CorporationБрита́ни калаçу корпора́цийĕ) — Аслă Британин радиокалаçу- тата телекурӑм комплексĕ.

Корпораци шалти, çаплах тулаш теле- тата радиокалаçăвне Би-би-си Тĕнче хĕсмечĕ урлă сарать. Корпораци патшалăх МИХ шутланмасть, акăлчан патши сĕнннипе лартнă 12 попечительрен тăракан тĕрĕслев канашĕллĕ этем пĕрлĕх йĕркелĕвĕ пулать.[1]

Хăйĕн кун-çулне канал 1922 çултанпа шутлать. 1929 çултанпа Лондонран радиохумсем янă, 1930 çул тĕлне кулленхи телепрограммăсене Brookmans Park антенни урлă трансляциленĕ. Baird’s company, хала вăл BBC One пек паллă, теле ĕç-хĕле 1932 çулхи çурла, 2 пуçлать. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине пула калаçăври тăхтавчен, канал аудиторине 25 000-40 000 çурт кĕнĕ. УКХ янă чухне нимĕç бомбардировщикĕсем валли лайăх пеленг пулма пултарнă, çавăнпа та радиона ĕçлеме чарнă, инженерсемпе техниксене çар хĕсметне тăратнă.

1946 çулта телекалаçăва Alexandra Palace-ран тапратаççĕ . The BBC Television Service анлă аудиторине тĕрлĕ программа трансляцилет.

BBC2 канала (рейтингĕпе Аслă Британире виççĕмĕш (иккĕмĕшĕ ITV) пулнă) ĕçе кĕртнĕ хыççăн BBC TV ята 1964 çулта BBC1 ята куçараççĕ. Battersea электростанци вут-кăвара лекнипе Лондон тĕттĕме путать, çак 1964 çулхи ака, 20 тĕлне канала уçма хатĕрленĕ пулнă. Вара канала ĕçе янă уява çурта çучĕпе ирттернĕ. BBC2 британи каналĕсенчен иккĕмĕш ультраçӳллĕ диапазон частотипе калаçма тытăнать.

1967 çулта BBC Two Европăри PAL схемипе тĕрлĕ сăрăллă теле сигнал саракан пĕрремĕш канал пулса тăрать. (BBC One тата ITV сăрă трансляцине 1969 çулхи чӳк уйăхĕнче кăна пуçланă). BBC Two «супăнь оперисемпе» ахаль çĕнĕ хыпарсене кăтартман.

Дэвид Аттенборо ертӳçĕ BBC Two ĕçрен тухса 1950-мĕш çулсенченех ĕçлекен BBC «Çутçанталăк кун-çулĕ» компанине куçать. Пĕтĕм тĕнчере çак пĕрлешӳ Дэвид Аттенборо хайланă: «Çĕр çинчи пурнăç», «Ӳсентăрансен курăнман пурнăçĕ», «Синкер планета» тата «Çĕр планета» программăсемпе паллă.

1974 çулта ВBC Ceefax пĕрремĕш телетекст системине кăтартать.

2003 çулхи утăра BBC программăсене Astra 2D спутник урлă транляцилеме тытăнать, çакна тăвас çĕре BBC 85 миллион стерлинк фунчĕ тăкаклать.

2004 çулхи утăра BBC хăйĕн аллă çуллăхне уявлать. Çак пулăма çырни DVD-пе тухнă. 2006 çул вĕçĕнче Джаной Беннет ертсе пынă BBC Television управленийĕ BBC Vision мăн пĕрлешĕве кĕрет.

Хальхи лару-тăрăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

BBC йышне Аслă Британин икĕ эфир тата виçĕ кабель/спутник/цифрă телеканалĕ, 14 наци цифрă радиостанцийĕ, темиçе тетел-сайт, 40 яхăн журнал кĕрет. BBC Worldwide шутĕнче BBC Prime, BBC Canada тĕнче каналĕсем тата BBC America. BBC World Service пĕтĕм тĕнчене 32 чĕлхепе калаçать. BBC 2005 çулта 7,205 млрд долл. тупăçланă.

Аслă британире Би-би-си шутĕнче 20 ытла тĕрлĕ телеканал, çав шутра талăкĕпе калаçакан çĕнĕ хыпар каналĕ — BBC News. Радиокалаçу 14 тĕрлĕ каналпа, çĕнĕ хыпар, радиопьесăсене, спорт тата тĕрлĕ стиллĕ мусăка янратать.[2]

Çаплах корпорацине BBC World News тĕнче çĕнĕ хыпар каналĕ, хăйĕн уçлă анлăшĕпе Би-би-си йышĕнчи халăх чи кăмăллаканни шутланать.

Финансă тивĕçтерĕвне Би-би-си ятарлă пуçтарупа саплать, укçана çĕршывра камăн телевизор пур, çав тӳлет. Çулсерен çак суммă 2,8 млрд фунт (5,4 млрд доллара яхăн) çитет. Юридици енчен Би-би-си хăйĕн ĕç-пуçне Хартипе (Британи телерадиокалаçу корпорацин уставĕ) килĕшӳллĕ тытса пырать. Би-би-си пĕрремĕш хартине 1927 çулта вăя кĕртнĕ. Ăна кашни 10 çулта çĕнетеççĕ.

Би-би-си (маларах Импери хĕсмечĕ) пĕтĕм тĕнче хĕсмечĕ 1932 çулта ĕçлеме пуçланă. Халĕ вăл 35 чĕлхепе калаçать. Итлекенсенсен йышĕ 150 миллион çын ытла.

Пĕтĕм тĕнче хĕсмечĕн тĕп резиденцийĕ, Буш-хаус, хăйĕн ятне Ирвинг Буш, Bush Terminal çĕнĕ йорк компании харпăрçи (Джордж Буш АПШ президенчĕн тăванĕ).[3] Американ «Америка сасси» тата «Ирĕклĕх», «Ирĕклĕ Европа» радиостанцисем пекех, Би-би-си сивлек вăрçи вĕçленсен, СССР аркансан, çаплах тĕнче терроризмĕпе кĕрешмелли тапхăрта хăйĕн ютçĕр калаçăвĕн приоритетне улăштарать. Би-би-си тĕнче калаçăвĕ 2007 çултанпа 10 чĕлхе радиокăларăмĕсене хупать. Упранса юлнă укçана арап чĕлхилле телеканала тума т ăкаклама йышăннă.

Вырăс хĕсмечĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Би-би-си вырăс хĕсмечĕ Совет Союзĕн территоринче 1946 çулхи пуш, 26 пуçласа калаçать. Пĕрремĕш вырăс чĕлхиллĕ тĕплĕ калаçăва Иосиф Виссарионович Сталинпа американ корреспонденчĕсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче ирттернĕ, ун чухне Би-би-си тăмăрсен вăрçăри Аслă Британипе СССР пĕрлĕ тăвакан ĕçсене хыпарлав платформи пулса тăнă.

2005 çулта Би-Би-Си Вырăс хĕсмечĕн радиоертӳçи Сева Новгородцев Британи Империн орденĕн кавалер ятне тивĕçет. Çак чыса Букингем керменĕнче ăна Елизавета II хăй аллипе радиожурналистикăра пысăк çитĕнӳ тунăшăн сеннĕ. Итлекен халăх «Глядя из Лондона» хыпар прогаммине тата Анатолий Максимович Гольдбергăн кун комментарисене кăмăлланă.

Халĕ Би-би-си Вырăс хĕсмечĕ кунсерен Раççей, Украина тата урăх патшалăхсене кĕске тата вăтам хумсемпе хыпарлать.[4]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Санкт-Петербург радиостанцисем