Контент патне куҫ

Блумсбери

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Блумсбери
Ӳкерчӗк
МФА транскрипцийӗ ˈbluːmz.bər.i[1] и ˈbluːmz.bɛr.i[1]
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Камден
Ӗлӗкхи графлӑх Мидлсекс[d]
Чикӗленсе тӑрать Somers Town[d]
Подробная карта
WordLift кочӗ data.wordlift.io/wl01714…
Аслӑ Британин географи кочӗ TQ299818
Блумсбери на карте
Блумсбери
Блумсбери
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Блумсбери (акăл. Bloomsbury) — Лондонри интеллектуаллӑ пурнӑҫ аталаннӑ центр, Лондонӑн тӗп пайӗн (Шалти Лондон) анӑҫ енче (Вест-Энд) вырнаҫнӑ Камден районӗнчи (боровӗнчи) ӗлӗкхи район.

Ҫак районта йывӑҫ-тӗм йышлӑ лаптӑксем («скверсем») чылай — Рассел-сквер, Бедфорд-сквер, Блумсбери-сквер, Гордон-сквер тата ыттисем те. Вӗсенчен хӑш-пӗрисенче XVIII ӗмӗрте георг стилӗпе хӑпартнӑ малтанхи ҫуртсем упранса юлнӑ, ун чухне Лондонӑн ҫурҫӗр енче ҫӳрт-йӗр хӑпартас ӗҫ-пуҫа Расселсен кил-йышӗнчи Бедфорд герцогӗсем ертсе пынӑ.

Блумсберта вӗрентӳ учрежденийӗсем (Лондон университечӗ, Лондонӑн университетлӑ колледжӗ, драма ӳнерӗн патша академийӗ), пульницасем, ҫавӑн пекех Британи музейӗ вырнаҫнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кунта Блумсбери ушкӑнӗ ятпа паллӑ акӑлчан интеллектуалӗсен пысӑк сумлӑ кружокӗн пухӑвӗсем иртнӗ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Cambridge English Pronouncing Dictionary — 17 — 2006.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Блумсбери статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.