Контент патне куҫ

Мумбаи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Бомбей ҫинчен куҫарнӑ)
Бомбей
Хула гербĕ
маратхи मुंबई, хинди मुम्बई, акăл. Mumbai

Патшалăх: Инди
Регион: Махараштра
Никĕсленĕ:
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 12 478 447 (2011)
Хула лаптăкĕ: 603 км2
Геогр. анлăхĕ: 18°58′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 72°50′х.т.д.


Мумба́и (маратхи मुंबई, хинди मुम्बई, акăл. Mumbai; 1995 çулччен — Бомбе́й, Bombay) — Индин хĕвелтухăçĕнче, Арави тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă хула. Махараштра штачĕн тĕп хули..

Мумбаи — Индири чи нумай çын пурăнакан хула. Мумбаи хула шутне Махараштра штачĕн икĕ дистрикчĕ кĕрет: «Мумбаи» (157 км², 3 145 966 çын 2011 ç.) тата Мумбаи хулаçум дистрикт" (446 км², 9 332 481 çын 2011 ç.)[1]. Кӳршĕллĕ хуласемпе тĕнчери пурăнакансен шучĕпе (21,3 млн çын) пиллĕкмĕшш хула агломерацийĕ пулса тăрать. [2]

Мумбаи тата ун тавралăхĕ, космос ӳкерĕкĕ LandSat-5, 30 январь 2011

.

Мумбай Улхас (акăл. Ulhas) юнашывĕн вăрринче, Бомбей, Солсетт утравĕсенче тата çывăхри çыранта вырнаçнă. Хула тинĕс шайĕнчен 10-15 м çӳллĕрех. Хулан çурçĕр пайĕ сăртлă вырăнта. Хулан чи çӳллĕ вырăнĕ тинĕсрен 450 м çӳллĕрех.

Хулара Тулси (акăл. Tulsi), Вихар (акăл. Vihar), Поваи (акăл. Powai) кӳлĕсем пур. Малтанхи иккĕшĕ, Боривали (акăл. Borivali) наци паркĕнче вырнаçнă, хулан пайне ĕçмелли шывпа тивĕçтереççĕ. Хула территоринче виçĕ юханшыв, мангр шурлăхĕсем пур.

Хулари тăпра,тинĕспе юнашар пулнăран, нумарах чухне хăйăрлă. Хула çумĕнче алюви тăпри,тăмлă.

Хула территоринчи тинĕс çыранĕ

Тăванла хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мумбаин ултă тăăванла хула (инди правительстви çирĕплетнĕ максимум) [çăлкуç?]:

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Provisional Population Totals and data products - Census 2011 : Maharashtra. Distribution of Population, Decadal Growth Rate, Sex-Ratio and Population Density. Office of the Registrar General and Census Commissioner, India under Ministry of Home Affairs, Government of India.. Тĕрĕсленĕ 21 Ҫу уйӑхӗн 2011.
  2. ^ India: metropolitan areas. World Gazetteer. çăлкуçран архивланă 24 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2009.
  3. ^ İzmir'in kardeş kentleri. çăлкуçран архивланă 4 Ҫурла уйӑхӗн 2012.