Контент патне куҫ

Брахмансем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Брахман пӑхӑр.
Брахман, Тамилнадран, смарта йăлинчи. 1837 ç.

Бра́хмансем, брахма́нсем е брами́нсем (санскритри IAST Brāhmaṇa? сăмахран; дев. ब्राह्मण) — индуистсен пĕрлĕхĕнчи çӳлти варнăсен пайташĕсем.

Урăх ятсем — випра, двиджа (икхутченçуралнăскер, сăваплăха кĕртнĕ те сăваплă кантрана тивĕçнĕскер), бхусура (Bhūsura?) (Çĕр çинчи турă).

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Брахмансем — Индири мĕнпур штатĕнче пурăннă варна, е социумри ушкăн.

Брахмансем çӳлти е вăтам статусри чылай кастăсен килйышĕнче ăс-хакал панă.

Яланхилле, брахмансем мăчаварсем, çаплах вĕрентӳçсем, монахсем, ăсчахсем пулнă; феодализм тапхăрĕнче брахмансем ытларах тӳре, тӳре-шара, çĕр харпăрçи пулнă. Çӳлти варна шутланнă. Индири пурăнан халăхăн 2—5 % шутланнă. 1931 çулта пĕтĕм Британ Индинче 4,32 % çитнĕ.

Брахмансен йышĕ Индире пурăнан халăхăн 5% пулнă[1][2]

Авалхи Индире брахмана вĕлерни çав тери йывăр пуçиле ĕçĕ шутланнă, çаплах индуизмре те çапла йышăннă.

М. Элиаде, арисен виçпайлă пĕрлĕхĕн структури пирки шухăшласа, брахмансен варнине çӳлти тĕрĕслĕхе упракан Варунăпа — мĕнпуррин тытăмçи-тӳрипе — танлаштарнă[3].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Bellman, Eric (30 December 2007). "Reversal of Fortune Isolates India's Brahmins". Wall Street Journal. 2022 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. "Brahmins In India". Outlook India. 4 June 2007.
  3. Трёхсоставная индоевропейская идеология // Элиаде М. История веры и религиозных идей. — М., 2002.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]