Контент патне куҫ

Брутто-формула

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Брутто пӑхӑр.

Брутто-формула, е молекула формули, ăна химилле пĕрлешÿсенче мĕнле атомсем тата мĕн чухлĕн пĕрлешĕннине, анчах çыхăнусене кăтартмасăр, палăртма усă кураççĕ.

Енчен те çыхăнусене кăтартсан, унашкал химилле формулăна брутто-формула темеççĕ. Вĕсем тĕлĕшпе урăхла ятсем (ăнлавсем) пур.

Çапла вара, брутто-формулăна химилле формулăн пĕр тĕсĕ теме пулать.

Химилле пĕрлешÿсен брутто-формули химилле элементсен символĕсенчен тата, çавăн пекех, символсен сылтăм кĕтесĕнчи, пĕрлешÿри элементсен шутлавлăхне кăтартакан, араб цифрисенчен тăрать. Хисеп «1» пулсан, ăна çырмаççĕ[1]. Çапла вара, шыв тĕлĕшпе «H2O1» вырăнне «H2O» пулать.

H2O — шывăн брутто-формули

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Brockhaus ABC Chemie, VEB F. A. Brockhaus Verlag Leipzig 1965, S. 433.