Бугуруслан уесĕ
|
Бугуруслан уесĕ
|
Бугуруслан уесĕ — Раççей империн тата РСФСР йышĕнче 1781—1928 çулсенче пулнă администраци-территориллĕ виçе. Уес хули — Бугуруслан.
Географири вырăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уес Самар кĕпĕрнин тухăçĕнче, Ĕпхӳ тата Ăренпур кĕпĕрнисемпе чикĕ тытать. Уес лаптăкĕ 1897 çул тĕлне 17 068,7 çухрăм² шутланнă[1] (19 425 км²), 1926 çулта — 21 201 км²[2].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уесе 1781 çулта йĕркеленĕ: Ĕпхӳ енлĕхĕн Ĕпхӳ облаçĕ, Аслă Екатерина реформипе. 1796 çултанпа уес Ăренпур кĕпĕрнинче.
1851 çулта уесе каллех йĕркеленĕ Самар кĕпĕрнине куçарнă.
Бугуруслан уесне 1920 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче Пĕкĕлме уесĕнче пулнă Абдикеевская, Борискинская, Борисоглебская, Добринская, Дымская, Елизаветинская, Костюнкинская, Кряжлинская, Сходневская, Тимяшевская, Четырлинская и Шенталинская вулăссене кĕртнĕ.
1928 çулта Бугуруслан уесне пăрахăçланă та унăн çĕрĕ Вăтам-Атăл облаçĕн Бугуруслан тăрăхне кĕнĕ.
Пурăнан халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/Population' not found. |
1897 çулта çырнипе уесре 405 994 çын пурăннă.[1] çав шутран вырăссем — 57,8 %, мордва — 19,8 %, чăвашсем — 8,6 %, тутарсем — 7,1 %, пушкăртсем — 2,3 %[3] . Бугурусланра 12 109 çын, Сергиевскре — 3057 çын.
1926 çулта Пĕтĕм Пĕрлешӳре пурăнан халăха çырнипе уесре 637 426 çын пурăннă[2], вĕсенчен хулара — 36 229 çын.
Администрацилени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1913 çулта уесе 49 вулăс кĕнĕ[4]:
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 3 Демоскоп Weekly. Первая всеобщая перепись населения Российской Империи 1897 г. Наличное население в губерниях, уездах, городах Российской Империи (без Финляндии). çăлкуçран архивланă 27 Утӑ уйӑхӗн 2014.
- 1 2 Всесоюзная перепись населения 1926 г.. çăлкуçран архивланă 4 Утӑ уйӑхӗн 2015.
- ↑ ЧИГРИН Иван Дмитриевич - Башкирская энциклопедия. çăлкуçран архивланă 5 Пуш уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2020.
- ↑ Волостныя, станичныя, сельскія, гминныя правленія и управленія, а также полицейскіе станы всей Россіи съ обозначеніем мѣста ихъ нахожденія. — Кіевъ: Изд-во Т-ва Л. М. Фишъ, 1913.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бугуруслан // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Старые карты Бугурусланского уезда2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бугурусланский уезд // Электронная библиотека Самарской ОУНБ. - Раздел Уезды Самарской губернии
Самар кĕпĕрнин уесĕсем |
||
|---|---|---|
Балаково | Пĕкĕльме | Бугуруслан | Бузулук | Мелекес | Николаев | Çĕнĕ Ӳсен | Самар | Ставрополь уеcĕ (Самар кĕпĕрни) | ||

