Бундахишн
Шаблон:Вăтам ĕмĕрсенчи литература хайлавĕ Бундахишн[1] — сăртăш тĕнĕнчи космогоние, халаплăха тата легендăсене ăнлантаракан вăтам перс тексчĕ Çав вăхăтрах унта сăртăшчен Перс тĕнчин ĕненĕвĕсен пайне кăтартнă.
Тупсăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Бундахишн Ахура Маздăпа Ангра Майнью тĕнчере хуçаланасшăн кĕрешнине, çапла ĕнтĕ, Ырăпа Усал витĕмĕнче тунине, кăтартса парать.
Кĕнекере Усал (Ангра-Майнью, Дев (пехлеви); çĕнĕ перс: Див тунă эсрелсем Ырă (Ахура Маздăпа) тунипе кĕрешни пирки каласа панă. Ырă тунисене 6 ушкăна пайлама пулать:
- Тӳпе
- Шыв
- Çĕр чăмăрĕ
- Ӳсентăран
- Чĕрчунсем
- Этем
Этеме кунта ĕлĕкхи иран Гайомарт пек кăтартнă. Вăлах çапла патшасен Шахнаме кĕнекинче пур. Иран наци эпосĕнчи Фирдоуси поэминче Каюмарс сăнарĕнче тата тĕнчери пĕрремĕш патша пек тухать. Гайомарт (вăтам перс) Авестăна тавăрать: Гая: «пурнăç», Марета вара: «вилĕмлĕ». Кайранхи Шахнаме пекех, малтанхи Кеянид иран патшисен сăнарĕсенче Бундахишна кăтартнă — вĕсене Авестăра тупма пулать.
Бундахишн текстĕнче Çĕр çинчи тĕрлĕ çичĕ облаçе, чĕрчунсен пиллĕк тĕсне, çулăмăн пиллĕк тĕсне тĕплĕн çырса пани пур. Сăваплă çулăм историне, этем, ӳсентăран (хаома) тата тунă урăх пайĕсен генезисне каласа панă.
Бундахишн тепĕр ячĕ — Занд-Агахих, «Зенд пĕлĕвĕ»[1]. Çак ĕçе икĕ версире: «Мăн Бундахишн» е «Иранри Бундахишн» тата «Кĕçĕн Бундахишн» е «Индири Бундахишн» тупма пулать[2].
Бундахишн вĕреневĕнче çаплах чĕрĕлӳ пирки шухăшлани те пур.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 Лившиц Владимир Аронович Древнее название Сырдарьи // Вестник древней истории №1 (244) / Гл. ред. Бонгард-Левин Г. М. — Москва: Наука, 2003.
- ↑ Дьяконов, Михаил Михайлович Очерк истории древнего Ирана. — Москва: АН СССР. «Восточная литература», 1961.
Сăртăш тексчĕсем |
|
|---|---|
| Авеста чĕлхи (Авеста) |
Хорде Авеста («Кĕçĕн Авеста») • Ясна («Почитание») • Висперед («Все главы»; дополнение к Ясне) • Видевдат («Закон против дэвов») • Гатсем (гимнсем) • Чихрдад-наск • Яштăсем |
| Пехлеви/Пархисем |
Арда Вираф кĕнеки («Вираф мăчавар тӳпене хăпарни тата аялти тĕнчене анни») • Бундахишн (космогони) • Дадестан-и Дениг («Суждения о вере»; IX ĕм.) • Дадестан-и Меног-и-Храд («Суждения Духа разума») • Табаристан патши патне Тансар çырни (VI ĕм.) • Денкард («Деяния веры», IX ĕм.) • Фраханг-и пахлавиг (арамей-вăтаперс сăмахсарĕ) • Фраханг-и оим-евак (авеста-пехлеви сăмахсарĕ) • Дана-и Меног Храт (VIII ĕм.) • Шиканд-гуманиг-вичар («Толкование, устраняющее сомнение») • Визидагиха-и Задспрам («Избранное Задспрама») • Намагиха-и Манушчихр (çырусем) • Шаист-Нашаист («Дозволенное и недозволенное») |
| Урăххисем |
Сад-дар (XI ĕм.) • Саддар Бондахеш (XVI ĕм.) • Джамасп-наме («Джамасп пирки поэма») • Дасатир-и-Асмани • Перс риваячĕсем (XV-XVII ĕм.) • Зартошт-наме («Саратустра пирки поэма», XIII ĕм.) |
Сăртăш |
|
|---|---|
| Тĕн вĕренĕвĕн никĕсĕсем | |
| Ырăпа усал кĕрешни | |
| Тĕн тексчĕсем | |
| Турра ĕненни тата культура |
Мобед • Ясна • Çулăм храмĕ • Пиры • Календарь • Гаханбары • Джашны • Эсхатологи • Зурванизм • Фаравахар |
| Тĕне тытакансем | |