Вăтаçĕр тинĕсĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вăтаçĕр
Лаптăк 2500000 км²
Калăпăш 3839000 км³
Чи тарăнăшĕ 5121 м
Вăтам тарăнăш 1541 м
Юхса кĕрекен шывсем Эбро, Рона, Тибр, По, Нил

Координатсем: 35° с. ш. 18° в. д. / 35° с. ш. 18° в. д. / 35; 18 (G) (O) (Я)

Mediterranean Relief.jpg
Африка (сулахайра, горизонтра) тата Европа (сылтамра), Гибралтартан пăхсан.

Вăтаçĕр тинĕсĕ (грек Μεσόγειος Θάλασσα, лат. Mare Mediterraneum, Шаблон:Transl (البحر [الأبيض] المتوسط, ивр. הַיָּם הַתִּיכוֹן‎) — Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Атлантика океанĕпе Гибралтар тинĕс пырĕпе çыхăннă. Вăтаçĕр тинĕсĕ шутне Мрамор, Хура тата Азов тинĕсĕсем кĕреççĕ.

Лаптăкĕ 2500 пин км2. Тарăнăшĕ вăтамран 1541 метр, чи тарăн вырăн — 5121 метр.

Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче Испани, Франци, Итали, Мальта, Югослави, Хорвати, Словени, Босни тата Герцеговина, Албани, Греци, Болгари, Румыни, Украина, Раççей, Турци, Кипр, Сири, Ливан, Израиль, Египет, Ливи, Тунис, Алжир, Марокко патшалăхĕсем вырнаçнă.

Чи пысăк утравсем: Балеар утравĕсем, Корсика, Сардини, Сицили, Крит тата Кипр.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Грацианский А. Н., Природа Средиземноморья, М., 1971;
  • Основные черты геологического строения, гидрологического режима и биологии Средиземного моря, М., 1965;
  • Циргоффер А., Атлантический океан и его моря, пер. с польск., M., 1975;
  • Lacombe H., Tehernia P., Caracteres Hydrologiques et circulation deseaux en Mediterranee, в кн.: The Mediterrnean Sea, 1972.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Вăтаçĕр тинĕс патшалăхĕсем