Вăтам ĕмĕрсем
Вăтам ĕмĕрсем (вăтамĕмĕрлĕх) — этемлĕхĕн историнчи V — XV ĕмĕрсенчи, антиклăх пăчланнă хыççăнхи тапхăрĕ. Европăра Вăтам ĕмĕрсенче феодаллă хуçалăх тата политика йĕркипе христиансен тĕнĕллĕ тĕнче курăмĕ хуçаланнă. XIV — XV ĕмĕрсенче ăна Çĕнĕ Самана тапхăрĕ тăсать. Хăш çĕрсенче çак ĕмĕрсен элеменчĕсем тата каярах вăхăта та сыхланса юлнă.
Вăтам ĕмĕрсем (вăтам ĕмĕрлĕх) — этемлĕх историйĕн V — XV ĕмĕрсенчи пайĕ. Европăра Вăтам ĕмĕрсенче феодаллă хуçалăхпа политика тытăмĕпе христианлăх тĕнĕллĕ тĕнче курăмĕпе палăрса тăнă. 14-15 ĕмĕрсенче вăтамĕмĕрлĕхе Çĕнĕ самана улăштарать. Хăш çĕрсенче çак тапхăр элеменчĕсем каярахпа та чылай хушă сыхланса пынă.
Вăтам ĕмĕрлĕх тапхăрĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтам ĕмĕрлĕхе виçĕ пая уйăраççĕ: Малти Вăтам ĕмĕрлĕх (V—X ĕмĕрсем), Çӳллĕ Вăтамĕмĕрлĕх (XI—XIII ĕмĕрсем), Кайри Вăтам ĕмĕрлĕх (XIV—XV ĕмĕрсем).
Вăтам ĕмĕрсен пуçламăшне Анăç Рим Империйĕ арканнă (476) çултан шутлаççĕ. Анчах та тепĕр историксем вăтам ĕмĕрсене Милан эдикчĕ (313) çырнăранпа (ун чух хресченсене Рим империйĕнче хĕсĕрлеме чарнă) шутлама сĕнеççĕ. Христос тĕнĕ Рим Импери тухăç енĕн —Висантин тĕп этеплĕхĕ пулса тăрать, темиçе çĕрçуллăхран Анăç Рим Импери аркансан çуралнă патшалăхсемпе варвар йăхĕсен чун-чĕмлĕхĕнче те сумлă вырăн йышăнать.
Вăтамĕмĕрлĕхĕн вĕçĕ пирки историксен пĕрлĕ шухăш çук. Константинопăль сӳннине (1453), Америкăна тĕпчесе уçни (1492), Çĕнетӳ (1517) пуçланăвне, Анкăл революцийĕ (1640) пуçламăшне е Францин Аслă революцийĕ (1789) пуçламăшне шутлама сĕннĕ пулнă.
Вăтам ĕмĕрсене антик тапхăрĕпе танлаштарса кая чакнă самана теççĕ. Тĕрĕссипе, çак вăхăтра ӳнерлĕх сĕмĕ çеç пăчланса кайнă. Техникăра вара чылай ӳсĕм тунă: лаша кӳлмелли лайăхрах хатĕр тата тĕнĕллĕ лав, юлан утсен ĕсенкисем, çил арманĕсем, карапсем çинче шарнир рулĕ, домнă кăмакисене тата чукун, тарлă хĕçпăшал, кĕнеке пичетлесси. Вăтам ĕмĕрсенче профессие вĕрентессине анлă йĕркеленĕ, университетсене пуçарса янă тата парламент калапăшлĕ суйлав-элчеллĕ тытăмĕсем (генераллă штатсем, кортессем, …) туса лартнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Словарь средневековой культуры. Отв. ред. А. Я. Гуревич. М.: РОССПЭН, 2003 (ISBN 5-8243-0410-6).
- «Истоки средневекового рыцарства» Ф. Кардини
- «Цивилизация средневекового запада…» Ж. Ле Гофф Екатеринбург, У-фактория
- Гринин Л. Е. 2006. Периодизация истории: теоретико-математический анализ // История и Математика: проблемы периодизации исторических макропроцессов. С. 53–79. М.: КомКнига.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Жак Ле Гофф. Тăсăлăвлă Вăтамĕмĕрлĕх майли 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Вăтам ĕмĕрсем çинчен вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |