Вӗреҫӗлен
Курӑнакан калӑплав
(Вĕриçĕлен ҫинчен куҫарнӑ)
Вӗреҫӗлен, — усал-тӗсӗл. Чӑвашсем вӗреҫӗлене качча тухман хӗрсем хӑйсен ачисене вӗлернӗ хыҫҫӑн ҫав ачисем пулса тӑраҫҫӗ имӗш. Вут-хӗлхем тӑкаҫҫӗ. Ҫав пӑрахнӑ ачасем вунҫичӗ-вунсакӑр ҫула ҫитнӗ хыҫҫӑн вара хӑй амӑшӗсем патне ереҫҫӗ. Ерсе лешӗсене виличчен хӗн кӑтартаҫҫӗ. Ҫав вилнӗ ачасен хӑй амӑшӗсем Ҫӗр ҫинче пурӑнни вӗсен чунӗсене лӑплантараймасть тет. Вӗреҫӗлентен хӑтӑлас тесен вӗсене вутлӑ кӗлпе сапма сӗннӗ. Чи лайӑхи вара киле сысна илсе кӗртмелле. Вара сысна вӗреҫӗлене туйсан тӳрех касма пуҫланӑ пек ҫуйӑхма пуҫлать. Виҫӗ хут сыснана курсассӑн вара вӗреҫӗлен урӑх ӗмӗрте те пымасть.
Халапсенче ҫавӑн пекех пит нумай ҫынсем вӗреҫӗлене курнине, вӗсем хӑй тумтирне улӑштарса ҫынсем патне кӗрсе кайнисене тупма пулать.